Ҫулсем ҫине ҫӳп-ҫап тӑкакансене штрафлӗҫ
Автомобиль хуҫине штрафа, камера автомобиль номерне палӑртнӑ хыҫҫӑн, почтӑпа ярӗç.
Раҫҫейре Административлӑ правӑна пӑсни çинчен калакан кодексри тӳрлетӳсем вӑя кӗрӗç. Тӳрлетӳсемпе килӗшӳллӗн, ҫул хӗррине е вӑрманта машинӑран ҫӳп-ҫап кӑларса пӑрахакансене сӑнаса тăма автомат камерисене лартма ирӗк параççӗ.
Машинӑран ҫӳп-ҫап кӑларса пӑрахакан ахаль ҫынсене 30 пин тенкӗ штраф хывма пултараҫҫӗ. Должноҫри ҫынсемшӗн штраф виҫи 60 пин тенкӗ таран, юридически лицосемшӗн – 100 пин тенкӗ таран.
Автомобиль хуҫине штрафа, камера автомобиль номерне палӑртнӑ хыҫҫӑн, почтӑпа ярӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев