Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ҫул ҫинчи лару-тӑру кӑткӑсланать

Автоинспекци ӗҫченӗсем район ҫыннисене ҫул ҫинче тимлӗ, асӑрхануллӑ пулма тата ҫул-йӗр правилисене ҫирӗп пурнăçлама  чӗнсе калаççӗ

Хамăртан килет

Çак цифрӑсем ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе комисси ларӑвӗнче янăрарӗç

Лару пуҫламӑшӗнче Ҫӗпрел муниципаллӑ районӗнчи Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫи, çак комисси ертӳçи Данис Сатдинов районти ҫул-йӗр юхăмӗн лару-тӑрӑвӗпе паллаштарчӗ.

Шалти ӗҫсен уйрăмӗн начальникӗ Рустам Мухаметзянов транспортпа ҫыхӑннӑ пӗтӗмӗшле ыйтусене анализ турӗ. ГИБДД пуҫлӑхӗ Анатолий Михайлов статистика ҫинче чарăнса иртрӗ.

Кивӗ Ҫӗпрел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн çумӗ Рамиль Низамов ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн программи йӗркипе пурнăçланă  ӗҫсем ҫинчен каласа пачӗ.

– Кӑҫалхи иртнӗ тапхӑрта район территорийӗнче 10 çул-йӗр транспорт аварине регистрациленӗ, вӗсенче 5 çын вилчӗ, вӗсем хушшинче виҫӗ ҫулти пӗр ача пурччӗ тата 9 ҫын тӗрлӗ шайра çан-çурăм суранӗ илчӗ. Хусан – Ульяновск – Кивӗ Çӗпрел автомобиль çулӗ çинче вунă çул-йӗр транспорт инкекӗ регистрациленӗ. Кивӗ Ҫӗпрел – Тутар Шатăршан ялӗнче  4 çул-йӗр транспорт инкекӗ пулчӗ, 6 ҫын сиен курчӗ. Хурăнвар-Шăхаль ялне кӗмелли çул çинче  1 ҫул-йӗр транспорт аварийӗ пулчӗ, вилнисем ҫук, 1 ҫын сиен курчӗ.

Шăмăршă – Пăчăрлă Пашьел ҫулӗ ҫинче 1 ҫул-йӗр транспорт  аварине регистрациленӗ, унта 2 ҫын вилчӗ. Иртнӗ çулăн çак вăхăчӗпе танлаштарсан, аварисенче вилнисен шучӗ  4 ӳсрӗ, сиен куракансен шучӗ иртнӗ çулхи шайра юлчӗ, – тесе  хăрушă цифрăсем çинче чарăнчӗ  Анатолий Михайлов. Вăл, çавӑн пекех, çул-йӗр транспорт аварийӗсен тӗп  сӑлтавӗсене те каларӗ. Вӗсем: машина çӳретекенсен дисциплинипе культурине пӑхӑнманни, транспорт средствисем нумайланни, хӑвӑртлӑха ӳстерни, хирӗҫ ен полоса çине тухни тата ӳсӗрле транспортпа  çӳрени.

Район центрӗнче тата пурӑнмалли пунктсенче, çаплах федераллă пӗлтерӗшлӗ «Цивильск – Ульяновск» автомобиль çулӗ çинче  ҫул-йӗр транспорт инкекӗ палăрман. Ҫакна, тен, ҫулсен пахалӑхӗ тата тӗплӗнрех контроль çирӗп пулни  те витӗм кӳрет пулӗ. Рамиль Низамов сăмахӗнчен курăннă тăрăх, ял тăрăхӗнчи территорийӗнче 31, 46 километр асфальт-бетон, 14,77 километр грунт тата 0,73 километр тăршшӗнче вак чул сарнă çулсем пур. Кӑҫалхи ҫулӑн иртнӗ тапхӑрӗнче 423 километр вăрăмăшӗнче путăк-шăтăксене юсанă. Пӗтӗмӗшле 5,40 километр вăрăмăшӗнче ҫул паллисене палӑртнӑ. 12 çул палли туяннă  тата вырнаçтарнă, урамри ҫул-йӗр сетьне хӗллехи вăхăтра тивӗçлӗ йӗркере тытассишӗн «Фламинго» обществипе килӗшӳ тунӑ.

Район территорийӗнче, ҫавӑн пекех, машина çӳретекенсен хӑвӑртлӑх режимне пӑснине палӑртакан видеокамерăсен шутне ӳстерме те палӑртнӑ.

Темăна малалла тăсса

Кӗркуннехи-хӗллехи вăхăтра  кун вăрăмăшӗ тата ҫутӑ вӑхӑт кӗскелсе пырать. Çавӑн пекех ҫанталӑк условийӗсем те час-часах улшӑнса тăма пуçлаççӗ, ҫумӑр, юр ҫуни, тӗтре лару-тăрăва çивӗчлетет, тесе аса илтерет Тутарстан Республикин Шалти ӗçсен министерствин Патшалăх автоинспекцийӗ.  Çумăр е юр çунă вăхăтра куç кураслăхӗ чикӗленнӗ вăхăт пӗр тӗрлӗ хӑрушлӑх пулсан, кустӑрмасем çӗр çумне çирӗпрех выртас майсем начар пулни – иккӗмӗш хăрушлăх. Тӗтре вӑхӑтӗнче вара ҫак хăрушлăх тата та ӳсет. Тӗтре, правило  пулнă май,  куç курăнăвне йăнăштарать – объект патне ҫитме хушă реальноҫран инҫе пек туйӑнать, вӗсен хӑвӑртлӑхӗ ерипен пек туйăнать. Сывлӑш температури улшăнса тăнăран ирхи тата каҫхи вăхăтсенче ҫул пӑрланса каять. Автомобиль ҫине пӗр вӑхӑтрах икӗ тӗрлӗ кустӑрма хума юрамасть – кун пек чухне машина реакцине пӗлме май ҫук. – Хӗллехи тата кашни сезон валли юрăхлă шинӑсен протекторӗн ҫӳллӗшӗ сахалтан та тӑватӑ миллиметр пулма тивӗçлӗ. Протектор тарӑнӑшӗ сахал пулсан, машинăн тормозӗн  çулӗ икӗ хут вăрăмланать. Ҫуллахи шинӑсемпе хӗлле усӑ курнӑ чухне те – ҫавӑн пекех. Машина çӳретекен, çул мӗнлине тата условисене шута илсе, хăвăртлăхне тӗрӗс суйламалла, хирӗҫ çул çине куҫнӑ чухне хӑрушӑ маневрсенчен пӑрӑнмалла, – тет ГИБДД уйрăмӗн начальникӗ, полици майорӗ Анатолий Михайлов.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев