Укҫа кирлӗ пулнă вăхăтсем нумай...
Суд приставӗсенче паянхи кун тӗлне районти 162 ҫынран парӑм тӳлеттересси çинчен производство ӗçӗ пур
Шухăшламалăх пур
Ҫумӑр хыççăн шăтса тухнӑ кӑмпасем пек, халӗ пур ҫӗрте те питӗ меллӗ укçа илме май пулнă организацисем пур. Вӗсем укҫана пӗр тӗрлӗ документ çине пăхса кăна, тишкермесӗр те пама пултараççӗ. Тӳлеме те çавăн пекех меллӗ-ши вара?
Пӗр пӗлӗшӗм 8 ҫул каялла ҫакӑн пек кунсерен процент ӳстерекен организацирен кредит илнӗччӗ. 30 пин тенкӗ. Укçапа вăл мотоблок туянчӗ. Уйӑхсерен кредитне тӳлесе пычӗ. Анчах пӗр ҫул иртсен пӗлӗшӗме ҫыру килчӗ. Вӑл кредитăн юлашки уйӑхне тӳлемен тата хальхи тӳленекен сумма тӗп парăмран те иртсе кайнă имӗш. Суд çулне таптаса çирӗплетсе пама тăрăшса пăхнăччӗ, анчах та çулсем иртнӗрен парăма тӳлени çинчен квитанцийӗ çухалнă. Маларахри çавăн пек квитанцисенче те укçа илекен алă пуснисӗр пуçне (подпись) ытти пӗр нимӗнле даннăй та пулманни паллă пулчӗ. Укçана тӳленӗ чухне вара квитанци çине пичет çапни, укçа илекен алă пуснă хыççăн хăйӗн ячӗпе хушаматне те çырма тивӗçлине пӗлӗшӗм тимлӗхе те илмен, çавăн пек кирлӗ пулнине те пӗлмен. Пуçа ӳксен кăна, çакна ăнланатпăр вӗт эпир.
Суд вара, апла темест. Суд приставӗсем те пӗлӗшӗмӗн мотоблокне те, ӗнине те, тата килти сӗтел-пукансене те илсе кайрӗç, çакăн хыççăн та парӑмлă юлчӗ-ха вăл. Нумаях пулмасть кăна унпа çӗнӗрен тӗл пултӑм: «Урăх банкран кредит илсе кăна хăтăлтăм çав парăмран», терӗ пӗлӗшӗм.
Ӗçӗсене ăста йӗркеленӗ
Ҫавӑн пек хăвăрт кăна укçа паракан организацисем укҫа памалли схемăна ҫынна банкрота кăларма тунӑ. Вӗсенчен мӗн чухлӗ çын укҫа илет, урамран кӗрекен, нимӗнле финанс тупăшӗ пулман çынна та укçа параççӗ вӗт вӗсем, тейӗр. Ҫапла. Вӗсем хушшинче мӗн чухлӗ кредита тӳлеме пултарайман ҫын пур. Ку та тӗрӗс. Мӗншӗн-тӗр банкрота тухса, хупăнмаççӗ вӗт ун пек организацисем – ҫаплах укҫа парассине малалла тăсаççӗ. Мӗншӗн тесен, тӳлеме пултарайманнисем те парӑмӗсене тӳлеме пултаракансем пек пулса тухаççӗ те ӗнтӗ. Мӗншӗн тесен банксем кредита çулталăка 17-18, чи нумаййи 25 процентпа парсан, çакăн пек кивçен паракансен кунне 1 процент. Ҫулталӑка вара 365%!
Пӗлӗшӗм те ҫапла тесе шухӑшланăччӗ ӗнтӗ. Пӗр куна 300 тенкӗ кăна. Вӑл вара пӗр уйăха 9000 пулчӗ, ун ҫумне тӗп парăм та хушӑнчӗ. 39000 пӗр уйăх хушшинче пуçтарса параймарӗ, тӗп парăма уйӑхсем çине пайларӗҫ, проценчӗ вара хăй йӗркипе «купаланса пырса», парăм тӳлесе пӗтерме пулман шая çитрӗ. Ăста эрешменсем те тума пултараймаççӗ пуль çакăн пек серепене.
Тимлӗ пулӑр!
Пӗр сӑмахпа каласан, хальхинче те «Çичӗ хут виç те, пӗрре кас» текен каларăш тӳрӗ килсе тухать ӗнтӗ çакăн пек курăнусенче. Укҫа питӗ кирлӗ пулнă вăхăтра та ҫичӗ хут шухӑшлама сӗнетпӗр. Ăна ӑҫтан илесси çине те тимлӗх парăр. Килӗшӳре çырнине те (договор) темиçе хут вулӑр. Укҫана тӳлесен те пуссем кăна пулсан та парӑмлӑ юлнипе юлманнине уçăмлăр, ан ӳркенӗр, çынна чăрмантаратăп, тесе ан шутлӑр. Мӗншӗн тесен, суд решени кăларнă хыççăн та процент шутланса пырать ҫакăн пек кредитсен. Тата çакна килӗшӳре те палăртнӑ.
Экспертсен шухăшӗ
Парăма путса пыраканăн сăлтавӗ çинчен
Рамиль Калимуллин, суд приставӗн ертӳҫи:
– Хальхи вăхăтра пирӗн патăрта çакăн пек формăллă 162 ӗҫ пур. Урӑхла каласан, тӗрлӗ сăлтавсемпе илнӗ кредитсене тӳлеменнисене ирӗксӗрлесе тӳлеттермелли ӗç. Вӗсен парӑмӗ 17 миллион тенкӗрен иртсе каять. Анчах çак 17 миллионра кредитăн проценчӗсем кăна-ха. Тӗп парăмӗсем вара уйрӑм шутра тӑраççӗ.
Паллах ӗнтӗ, эпир тӳлеттерме тивӗçлӗ пулатпăр. Мӗншӗн тесен суд решенийӗ пур. Ҫын хӑй ирӗкӗпе илнӗ, тустарнă вӗт. Мӗншӗн тӳлемен? Кӑҫал кӑна та çуртри оборудованисенчен 18 единица йăлари техникăсене арест хыврăмăр.
Тата çакă та пур – эпир суд решенийӗнче кăтартман парăма тӳлеттерме тивӗçлӗ пулатпăр. Килӗшӳ тăрăх вара, нумай вăхăт, суд пулнине пăхмасăр та, процент шутланса пырасси малалла тăсăлать.
Данир Шарафутдинов, район мулли:
– Процентпа кивçене укҫа парса тăни ислам тӗнӗ енӗпе чи пысăк ҫылӑхсенчен пӗри пулса шутланать. Ҫак организацисемшӗн те ку ҫаплах пулӗ. Мӗншӗн тесен организаци çын çинче шутланса тăрать. Кивçене пани – çынна çын пулăшӗ, çавна май хӑвна сăвап пулать тесе парăнма тивӗçлӗ. Парӑм каялла таврӑниччен, санӑн кашни кун пиллӗхсем ҫырӑнса пыраççӗ. Енчен çын сирӗн пата кивçене пӗр-пӗр япала е укçа ыйтса килет тата эсир çав çынна, пулăшас тесе, вăл ыйтнă япалана парса тăратăр иккен, çав вăхăтра ахăр саман кунӗнче, нимӗнле ытти çылăхсем пулман чухне, Турă кивçен парса тăракана е кивçенӗн çуррине каçаракана çăтмаха кӗртет.
Кивçен укçа илекен ăна тӳлесси çинчен манса каять иккен, ăна аса илтермелле. Укçи пулсан та тӳлемесӗр çӳренӗ çынна Турă çылăхлă, тет, мӗншӗн тесен вăл çынна кӳрентерет. Кӳреннӗ ҫыннӑн кӗлли тӳрре килет. Кӳрентересрен хӑрамалла. Тӗн кивҫене укçа панă çынна сапăр пулма, илекене кивçенне вӑхӑтра тавӑрса пама хушать.
Ильмир Измайлов, районти Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫин экономика аталанӑвӗ, финанссем тата ял хуҫалӑх производстви енӗпе çумӗ:
Районта пур ун пек пӗр кунлăх процентпа укҫа паракан организацисем. Вӗсем хӑйсен ӗҫӗсене вăйри законсем енӗпе йӗркелеççӗ. Ӗçӗсене нимӗнле те чарса лартма пулмасть. Тата улталанса, серепене лекнӗ, пулăшу ыйтма килнӗ район çыннисене укçа памалли май та район бюджетӗнчен пăхăнман. Пурнăçра, кӗтмен çӗртен, укҫа кирлӗ пулнă вăхăтсем нумай пулнине те пӗлетпӗр. Ун пек чухне ăçтан, камран кивçене укçа илесси тата мӗнле тӳлесси пирки тӗплӗн шухăшлама сӗнетпӗр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев