Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Тыр çинче малта  пыракансем

Пӗрремӗш графа - хуҫалӑхсем; иккӗмӗш - комбайнерсем; виҫҫӗмӗш- комбайнсен группи; тӑваттӑмӗш – çапнă тырӑ тоннăсемпе.

«Цильна»                    Р.Шайдуллов           3         2118

«Цильна»                         И.Замдиханов    3         2008

КФХ «Махмутов И.»            Д.Ахметов     3         1945

«Цильна»                  И.Миначев     2         2034

КФХ «Бикчуров Р.» Г.Шарафетдинов      2         1110

КФХ «Бикчуров Р.» Н.Титов                    2         1064

КФХ «Низамов А.»  А.Низамов               1         1384

КФХ«Низамов А.»                     Ф.Шайхаттаров   1         1227

«Эталон-Агро»                     Р.Басыров     1          647

 

Çумăрччен типӗ кунсенче комбайнерсем талăкăн кашни сехечӗпе усă курса ӗçлерӗç тата 18 пин гектартан ытла лаптăк çинчи пӗрчӗллӗ культурăсене пухса çапрӗç. Çакă мӗнпур лаптăксен 48 процентне тӳрӗ килет (республикипе 44%). Йӗтем çийӗсене тата йышӑнмалли пунктсене 66,2 пин тонна тырӑ пушатнă. Кашни гектартан вӑтамран 37 центнер тухăç илӗнет (республикипе 39,5 центнер). Уй-хирсен пулӑхлăхӗ енӗпе яваплăхӗ чикӗленнӗ «Цильна» обществине çитекенни çук. Кунта пӗрчӗллӗ культурăсен кашни гектарӗнчен вăтамран 60,8 центнер тухăç илнӗ.  Йӗтем çийӗсене кӳнӗ пӗтӗмӗшле тырă пуххи 95515 центнера çитрӗ. «Бикчуров Р.А.» хресчен-фермер хуҫалӑхӗнче çак кӑтарту 49 центнер, «Махмутов И. Ф.» хуҫалӑхӗнче – 44,9,  «Ак Барс-Ҫӗпрел» агрофирмин Çӗнӗ Чукал, Матак тата Анат Хураката филиалӗсенче 47,0-43,0 центнер тырӑ çапрӗç. Районӗпе кӗрхи тулӑран вăтамран – 42,6, ырашран – 35,0, урпаран – 35,2, сӗлӗрен – 29,5, ҫурхи тулӑран – 37,0, пӑрҫаран – 24,6 тата викăран – 35,0 центнер тухрӗ.

 

Чи лайӑх комбайнерсене Грантсем кӗтеҫҫӗ

Кăçалхи çулăн тыр çи вăхăтӗнче те Тутарстан Республикин комбайнерӗсем хушшинче республика Президенчӗн Гранчӗсемшӗн конкурс пӗлтернӗ.

Унӑн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх Тутарстанăн чи лайӑх 200 комбайнерӗ 100шер пин тенкӗ Грант илӗҫ. Грантсене тыр çи конвейерӗн мӗнпур участокӗсенче те çӗр ӗçченӗсене тухӑҫлӑ ӗҫ тума хавхалантарма палӑртнӑ. Комбайнерсен ӗҫ кӑтартӑвӗсенче мӗнле ушкăнра, мӗнле маркăллă тата мӗнле хăвăртлăхри комбайна çӳретнине шута илӗç. Çӗпрелӗн çӗр ӗçченӗсем те çав списокра пулӗç текен пысăк  шанӑҫ пур.  

 

Çак темăпа

Августӑн 21-мӗшӗччен Тутарстан Республикинче «Комбайн» профилактика операцийӗ малалла пырать. Вырса-пухмалли вăхăтра комбайнерсен ӗçне хăрушсăрлăхпа тивӗçтересси, пушар, техника хăрушсăрлăхне, суранланассине асăрхаттарасси унăн тӗп тӗллевӗ пулса тăрать.  – Ҫак тапхăрта тӗп тимлӗхе комбайнсен патшалӑх номерӗн палли çине, патшалăх регистрацийӗ, техника тишкерӗвӗ иртни, тракторист-машинистсен удостоверенийӗ пулни çине ярăпăр. Правилăсене пăснин факчӗсем уçăмлансан, транспорт средствипе çӳреме ирӗк панăшăн яваплă должноçри çынсене административлă наказани параççӗ, – тет  Ҫӗпрел районӗнчи тӗп патшалӑх инженер-инспекторӗ Ильдар Шайхаттаров.

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев