Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Тыр çи пуҫланчӗ. Ырӑ сехет тӗлне пултӑр, ҫӗр ӗҫченӗ!

Кӑҫалхи тыр çине, районта чи малтанхисем пулса, «Цильна» обществӑн ҫӗр ӗҫченӗсем пуҫласа ячӗç

 

Эпир «Цильна» общество хирне килнӗ чухне, комбайнсем тулă ҫапатчӗҫ. 

Ильгиз Миначев (пулăшаканӗ Булат Хусаинов)  ертсе пынипе «Класс-Мега», Радик Тухфатуллов (пулăшаканӗ Рифкать Ибрагимов), Фанис Валиев (пулăшаканӗ Ильдар Валиев) ертсе пыракан «Полесье», Рафик Шайдуллов (пулăшаканӗ Раиль Халитов), Ильдус Замдиханов (пулăшаканӗ Фаиль Низамов), Дмитрий Шалагин (пулăшаканӗ Николай Ткаченко) ертсе пыракан «Класс-Тукано» комбайнӗсем 130 гектар лаптăка йышăнакан «Марафон» ятлă сортлă кӗрхи тулă хирӗнче ӗçлетчӗç.

Çапнă тырра  йӗтем çине турттарма «КамАЗ»  автомобильсемпе çӳрекен шоферсене Асхать Замалетдинова, Радик Садиева, Ансар Тухфатуллова, Джаудат Валиева шанса панӑ.

Хирсенче тырă ӳснӗ вăхăтра  ҫумӑр пачах çуманни тухăçа та витӗм памасăр хăварман, паллах. Кунта кӗрхи туллӑн тухӑҫӗ кашни гектартан 25 центнера тӳрӗ килет. Иртнӗ çул вара «Марафон» сортлă кӗрхи туллӑн тухӑҫӗ рекордлă пулнă, кашни гектартан вăтамран 68 центнера тӳрӗ килнӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев