Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Тӑван чӗлхе – халӑх чунĕ

Манас марччӗ хамăрăн тăван чӗлхене, упрасчӗ ӗмӗр-ӗмӗрех

Kам-ха, кам çак халăха пӗлмест: вăл çӗр пин сăмахпала пуплет, çӗр пин юрă-çемӗ кӗвӗлет, çӗр пин тӗслӗ тӗрӗ вăл тӗрлет.

П.Хусанкай.

Нарӑсӑн 19-мӗшӗнче П.В.Дементьев музейӗнче Халăхсен хушшинчи тӑван чӗлхе кунне халалланӑ «Тӑван чӗлхе – халӑх чунӗ» музей урокӗ иртрӗ.

 

Мероприятие хутшăннă ачасем чӑваш наци костюмӗсемпе, эрешсен пӗлтерӗшӗпе, историйӗпе, культурипе, тӑван чӗлхе çинчен каланӑ сӑмах çаврӑнӑшӗсемпе паллашрӗç, викторинӑна хутшӑнса хăйсен пӗлӗвне тӗрӗслерӗç. Мероприяти вӗçӗнче ачасем тӑван чӗлхе пуянлӑхӗ çинчен янравлӑ сӑвӑсем каларӗç. Мӑн асанне-кукамайсем тӗрленӗ алшӑллисен «Тӗрӗ-эреш – кил илемӗ» куравӗпе те паллашрӗç.     

Юлашкинчен пурте çакăн пек пӗтӗмлетӳ турăмăр: пирӗн пурин те хамӑрӑн тӑван чӗлхене хакламалла, упрамалла тата юратмалла.

Пиртен кашниех малашне те хамӑр чӑваш пулнине туйса хамăр халăх пуласлӑхӗшӗн тӑрӑшасса, чӑн-чӑн патриот пуласса шанас килет. Пирӗн, чӑвашсен, чӑвашах пуласчӗ. Манас марччӗ хамӑрӑн тӑван чӗлхене, упрасчӗ ӗмӗр-ӗмӗре.

«Эпӗ астӑватӑп!»

Нарӑсӑн 23-мӗшӗнче Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунне паллӑ тӑваҫҫĕ. Ӗҫ фронтне хутшӑннӑ ветерансен, хӑйсен  паттӑрлӑхӗпе тата хӑйсене шеллемесӗр ӗҫленисен ячӗсем яланлăхах пирӗн тата пулас ăру асӗнче юлма тивӗçлӗ.

Ҫитӗнекен ӑрура патриотла, моральпе кӑмӑл-сипет хаклӑхӗсене тата хастарлӑ пурнӑҫ позицийӗсене, Раҫҫей халӑхӗн историпе культура обществи ҫумне хутшӑнас туйӑма йӗркелес, вӗсене Раҫҫей халӑхӗн анлӑ общественность ыйтӑвӗсене явӑҫтарас тĕллевпе, Тутарстан республикинчи ачасен прависемпе ĕҫлекен уполномоченнӑй «Эпӗ астӑватӑп!» акци пуҫарчӗ.

Çакна тĕпе хурса  уяв умӗн, Упи ял тӑрӑхĕнче вырнаҫнӑ ĕҫ коллективĕсем обелисксемпе Ҫар ҫынни-хӳтĕлевҫĕ палӑкӗ умне чечексем хучĕҫ. Ан тив, ҫак кун пӗтӗм ҫӗршывӗпе ҫӗршер пин гвоздика чечекӗ ветерансене тата этемлӗх историйӗнчи чи хӑрушӑ вӑрҫӑран таврӑнман миллион-миллион ветерансене асӑнмалӑх, хисеплемелли символ пултӑр.

Пире тӑнӑҫ пурнӑҫ парнеленӗ асатте-асаннесене, пиччесене паттӑрлӑхĕсемшĕн пуҫ тайса тав тӑватпӑр.

Юрий Адъютантов

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев