Ӗҫ тӑвакан комитетăн ларӑвӗсен залӗнче район Совечӗн вунулттӑмӗш ларӑвӗ пулчӗ
Район Советӗнче
Ӑна пӑхса тухма кун йӗркине «Тутарстан Республикинчи Ҫӗпрел муниципаллă районӗнчи Совечӗн 2018 çулăн мартӑн 30-мӗшӗнчи 26/1 номерлӗ «Яланхи майпа муниципалитет должноҫӗсене йышӑнакан ҫынсене, контрольпе шут-хисеп органӗн ертӳçине укçа-тенкӗпе парнелесси Тутарстан Республикин Ҫӗпрел муниципаллă районӗнчи муниципалитет ӗçченӗсен ӗç оклачӗсен виçисене, уйӑхсерен тата ытти хушма тӳлев виҫисене тата вӗсене вăя кӗртес енӗпе йӗркене палăртасси çинчен» тата «Тутарстан Республикинчи Çӗпрел районӗн Хисеплӗ гражданинӗ» ята парасси» çинчен ыйтусем кӗртнӗччӗ. Пӗрремӗш ыйтупа район пуҫлӑхӗн çумӗ Алексей Ярухинӑн тухса калаçнине пӑхса тухрӗç. Иккӗмӗш ыйтупа район Совечӗн законлăхпа право йӗркине сыхлас енӗпе ӗҫлекен комисси ертӳҫи Алексей Храмов тухса калаҫрӗ. Вӑл депутатсене пӑхса тухма «Хисеплӗ гражданин» ята илме икӗ кандидатура тӑратнине пӗлтерчӗ. Вӗсенчен пӗри – Ф.С.Залялов, тепри – П.Н.Барышов. Депутатсем ҫак икӗ кандидатура та «Хисеплӗ гражданин» ята тивӗҫлӗ тесе йышӑнчӗç. Пӑхса тухнӑ кандидатурӑсене ҫак ята пани ҫинчен свидетельствăна савăнăçлă лару-тăрура парӗҫ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев