Тутарстанра юлашки вунă ҫул хушшинче социаллӑ объектсене Интернет кӗртмелли чи пысӑк программӑна пурнӑҫлаҫҫӗ
Январь уйӑхӗн 18-мӗшӗ, тунтикун
Кӑҫал пысăк хӑвӑртлăхлă Интернетпа республикӑри социаллӑ пӗлтерӗшлӗ 2 557 объекта çыхăнтарма шутлаççӗ. Çаксем: техникумсемпе колледжсем, ФАПсем тата пушар чаҫӗсем, ял поселенийӗсен администрацийӗсем тата ыт. те. Çак тӗллевсене пурнăçа кӗртме республикӑна Федераллă бюджетран тата 1 миллиард тенке яхӑн укçа-тенкӗ уйăрӗç. Пӗтӗмӗшле илсен хывăм 2 миллиард тенкӗрен ытла пулӗ.
Аса илтеретпӗр, социаллӑ пӗлтерӗшлӗ учрежденисене çыхăнтарасси "Цифра экономики" наци проекчӗн "Информаци инфратытӑмӗ"регион программин шайӗнче иртет. Программӑпа килӗшӳллӗн, малтанах 2021 ҫулта республикӑн 802 СЗОнче пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ Интернет ирттерме палӑртнӑ.
Анчах та, федераци бюджетӗнчен пӗр миллиард тенкӗ явăçтарнăран (маларах уйăрнă 1,1 миллиард укҫа-тенкӗ çумне) проекта анлӑлатнӑ. Ҫавăнпа та шăпах пирӗн республика федераци явӑҫтарнӑ укҫа-тенкӗ енӗпе регионсен хушшинче лидер пулса тӑчӗ.
Ҫапла вара Интернет Тутарстанӑн хушма 1 755 объектӗнче пулса тăчӗ. Вӗсен хушшинче:
• ФАПсем – 1 283;
• Техникумсемпе колледжсем – 3;
• Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем – 528;
• Пушар чаçӗсем –120;
• Культура учрежденийӗсем – 541;
• Раҫҫей Гвардийӗн Объекчӗсем – 82.
Ҫакна та палӑртмалла: ҫакӑ вун-вун ҫул хушшинче чи анлӑ программа. Танлаштарма, 2010-2020 ҫулсенче хӑвӑрт Интернет 4 пин СЗОра кӑна ирттернӗ. Ҫав хушӑрах 2020 ҫулта анлă полосаллă ҫыхӑну 733 объектра килсе тухнӑ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев