Тутар Шатăршан çулне юсаççӗ
Тивӗçлӗ çул паллисене хунă çул-йӗр юхăмне йӗркелемелли схемăна ТР ГИБДДпа канашласа тунă.
Ҫӗпрел районӗнче июлӗн 13-мӗшӗнчен пуçласа августӑн 25-мӗшӗччен Кивӗ Çӗпрел–Тутар Шатăршан автомобиль çулӗн 18,8 километрӗнчен пуçласа 22 километра çитичченхи пайӗ пысăк çăк турттаракан транспортсемшӗн вăхăтлăха хупăнать.
Çаврăнса иртессишӗн машина çӳретекенсене Р-178 «Саранск-Ульяновск» тата А-151 «Цивильск-Ульяновск» автомобиль çулӗсене сӗнеççӗ.
Тивӗçлӗ çул паллисене хунă çул-йӗр юхăмне йӗркелемелли схемăна ТР ГИБДДпа канашласа тунă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев