«Туслăх» паркне çӗнетсе улăштарӗç
Халăхăн шухăш-сӗнӗвӗсемпе килӗшӳллӗн кану вырăнӗ – Заки Нури, Тутарстан урамӗсем хӗресленнӗ çӗрте вырнаçнă парк çӗнелет Хутлăх
Общество хутлӑхӗсене анлăлатмалли программӑпа килӗшӳллӗн Кивӗ Çӗпрел ялӗнчи «Дачный поселокӗ» тесе калакан пайӗнче «Туслăх» паркне тăвасси тата Тутарстан Патшалӑх ӗçченӗсен порталӗнче, «ТР Услуги» мобильлӗ приложенире çак проектшăн сасӑлав ирттересси ҫинчен хаçатра та ҫырнӑччӗ.
Паркра тротуар çулӗсен никӗсне çирӗплетнӗ, унта чул, хӑйӑр сарнă. Асфальт ҫулсем хывма хатӗрленес ӗҫсем пыраҫҫӗ, тротуар хӗррисене бордюрсем вырнаҫтарма пуçланă. Ҫав вӑхӑтрах вӑйӑ лаптăкӗсене, ачасемшӗн ытти вӑйă оборудованисене вырнаҫтарма вырӑнсем хатӗрлес енӗпе те ӗҫсем пуҫланнӑ. Парка малашне электричество ҫутипе ҫутатма та палӑртнӑ. Электричество кабелӗсене çӗр айне хывса, парк ăшне çити тăсăлнă тата ҫутăсем вырнаҫтарассишӗн оборудованисем хурса хăварнă. Проектпа килӗшӳллӗн, кунта ачасене вылямашкăн баскетбол карҫинккисем те тӗрлӗ фигурӑллӑ лармаллисем вырнаҫтарӗҫ.
Строительствӑна Пăва хулинчен «СтройГрад+» обществăн ӗçченӗсем пурнӑҫланӑ. Ку çак организаци ӗçченӗсен пирӗн районта пурнăçланă ӗçсен пӗрремӗшӗ кăна мар. Унччен те вӗсем 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрелӗнчи вăтам шкул зданине, объектсем туса лартнăччӗ.
Ӗçченсен пуçӗсене çӗклесе пăхма та вăхăчӗсем çук. Фаиль Шарафиев тата Булат Набиуллин, мастер Нияз Мохитов ертсе пынипе, пулас тротуар хӗррисене бордюрсем вырнаçтаратчӗç. «Фламинго» обществӑн «Амкадор» тракторӗпе Фанис Измайлов тăпран çийне илес тата пулас тротуарсемшӗн çулсене тикӗслесе, хăйăр сарас ӗçсене пурнӑҫлать.
– Проектпа килӗшӳллӗн ӗҫлетпӗр, акă курӑр-ха, кунта питӗ илемлӗ парк пулса тухӗ. Халиччен демонтажа тата пулӑхлӑ тӑпра сийне чавса илсе аяккине вырнаçтарас ӗçсене пурнăçларăмăр. Тротуарсемпе ачасемшӗн вӑйă лаптăкӗсене тата проект шайӗнче пурнăçланма тивӗçлӗ ытти объект вырăнӗсене хатӗрлесе пӗтерсен вара, тӑпран пулӑхлӑ сийне каялла хӑйӗн вырӑнне вырнаçтарăпăр, унта газон пулӗ, тесе палăртатпăр, – тет мастер Нияз Мохитов.
Пултăр ҫеҫ! Илемлӗхпе тасалӑх пуриншӗн те кăмăллă пулӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев