Тупӑшсен пӗрлехи налукне (ЕНВД) пӑрахӑҫлӗҫ
Ятарлӑ налук режимӗсем çине куҫма мӗнле документсем кирлине ӑнлантарса пачӗç.
Налук системи
2021 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Раҫҫей Федерацийӗнче (ЕНВД) шута илекен тупӑшсен пӗрлехи налукне пӑрахӑҫлӗҫ. Ку çакăн пек налукпа усӑ курнă налук тӳлевҫисене пырса тивет. Çавна май районти Культура çуртӗнче «Налук хывас тата улăштарнă тупăшшăн пӗрлехи налука пăрахăçланă условисенче пӗчӗк бизнесăн ӗçӗ-хӗлне йӗркелесси» тема енӗпе информациллӗ семинар-канашлу иртрӗ.
Семинар-канашлура
Мероприяти «Пӗчӗк тата вăтам предприяти финансӗсемпе хуçаланасси» пӗчӗк предпринимательлӗх субъекчӗсен финанс енӗпе пӗлӗвне ӳстерес тӗлӗшпе республика проектне вăя кӗртес тӗлӗшпе тата ТР Суту-илӳпе промышленность палатин инициативипе иртрӗ.
ЕНВД налук тӳлекенсене налук хывмаллин çак системисем çине куҫма пулать: налук хывмалли пӗтӗмӗшле тытӑм; налук хумалли ҫӑмӑллатнӑ тытӑм; налук хумалли патент тытӑмӗ. Семинар-канашлура вӗсен пахалӑхӗсемпе ҫитменлӗхӗсем ҫинчен тӗплӗн каларӗç. Ятарлӑ налук режимӗсем çине куҫма мӗнле документсем кирлине ӑнлантарса пачӗç. Ҫавӑн пекех «Россельхозбанкӑн» представителӗ бизнес валли кредит тата физически лицосем валли ял ипотеки çинчен калаçрӗ.
«Ял ипотеки»
Раҫҫейре 2020 ҫултан пуçласа ял ипотеки пама пуçларӗç. Вӑл «Раççей Федерацийӗн территорийӗнче ял хуҫалӑхне аталантарасси тата ял хуҫалӑх продукцийӗн, чӗр таварӗн тата апат-ҫимӗҫ рынокӗсене йӗркелесси» патшалӑх программипе пурнӑҫланать. Çак пулӑшупа ял тӑрӑхӗнче пӳрт тума е туянма пултарать.
Ял ипотеки енӗпе ӗҫлекен процент ставки харпӑр хӑйне страхланӑ чухне – 2,7 процентпа танлашать, уйрăм страховани пулмасан 3% тӳрӗ килет. Ҫав кредитсене строительствăшăн та, ял ҫӗрӗнче 25 ҫулччен тата 3 миллион тенкӗ таран пурӑнмалли ҫурт-йӗр тума та, туянма та уйӑрса параҫҫӗ. Программӑна хутшӑнмашкӑн, сахалтан та, суммăн 10 процентне чи малтанхи взнос пулнă май тӳлемелле пулать, тесе ăнлантарчӗç семинар-канашлура.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев