Тупӑш илетӗр пулсан, деклараци пама ан манăр!
2025 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа деклараци кампанийӗ пуҫланчӗ.
Ҫапла майпа, 3-НДФЛ декларацине пама тивӗçлӗ граждансем ӑна апрелӗн 30-мӗшӗччен налук инспекцине ямалла. 3-НДФЛ декларацине паманнисене налук сумми ҫумне пенясемпе штрафсем хушăнӗҫ.
Аса илтеретпӗр, пурлӑха сутнинчен, ют çынсенчен хаклă парнесем, лоторейăпа пысăках мар укçа выляса илнинчен, пурлăха арендăна панинчен, чикӗ леш енчи çăлкуçсенчен тупăш илнӗ пулсан деклараци тăратмалла.
3-НДФЛ декларацине пама тивӗçлӗ граждансем апрелӗн 30-мӗшӗччен ăна налук инспекцине ямалла. Ҫак срок налука каялла тавăракансене пырса тивмест. Кун пек чухне декларацие кирек хӑш вӑхӑтра та ҫулталӑк хушшинче ярса пама пулать.
3-НДФЛ декларацие «Личный кабинет налогоплательщика для физических лиц» сервис урлӑ пама авантарах. Декларацие тултарма тата ярса пама «Доходы и удержания» е «Каталог обращений» пайсемпе усӑ курмалла.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев