Тунтикун пулнă канашлура
Кӗскен
Район пуҫлӑхӗн тунтикунри канашлӑвӗнче, яланхи пекех, хăш-пӗр отрасльсенчи кăтартусене анализ турӗç, татса пама тивӗçлӗ проблемăсене палăртрӗç.
Район пуçлăхӗ Марат Гафаров ертӳçӗсене налук тӳлемелли срок декабрӗн 1-мӗшӗччен кăна пулнине те аса илтерчӗ. Пурлӑх тата ҫӗр налукӗсемпе шут-хисеп тумалли ӗҫе хăш-пӗр ял тăрăхӗсенче хӑвӑртлатмалла. Ун хыççăн тупӑш планне те пурнӑҫлассине тивӗçтересси пур.
Районти ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин çумӗ Айрат Залялов çӗр чăмăрне ярса илнӗ коронавирус тата ветеринарийӗн районти пӗрлешӗвӗн начальникӗ Айрат Иматдинов кайӑк-кӗшӗк грипӗ ҫинчен тухса калаçнисем те залра ларакансене шухӑша ячӗç. Коронавирус районти мӗнпур ял тăрăхӗсенче те палăрнă. Паянхи кун районти тӗп больницăн госпиталӗнче 24 ҫын сипленет. Вӗсенчен иккӗшӗн сывлăхӗ хăрушлăхра. Коронавируспа чирленӗ çынсен вӑтам ҫулӗ – 36, чи асли 84 ҫулта иккен. Айрат Залялов каланӑ тӑрӑх, обществăлла вырӑнсенче пандемие хирӗç палӑртнӑ требованисем пурнăçланаҫҫӗ. Апла пулин те правилӑсене мӗнпур çын пурнăçлать тесе калама пулмасть. «Роспотребнадзор» ӗҫченӗсем çакăн пек – 23, шалти ӗçсен ӗҫченӗсем 1217 çынна протокол çырнă. Пандемирен сыхланас, асăрханас тӗлӗшпе маска, халӗ ӗнтӗ çӗнӗрен перчетке тăхăнма сӗнеççӗ, обществăлла вырăнсенче социаллă хушă тытса пымалла.
Пушара хирӗç кӗрешекен служба начальникӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Ильвир Салаховăн доклачӗ те пушарсене асăрхаттарас, сыхăлăх правилисем çинчен пулчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев