Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Тӗтӗм-пушар хыпарçисене хурасси малалла пырать

Район территорийӗнчи 810 ҫуртра 2487 автономиллӗ пушар çинчен пӗлтерекен хатӗрсем вырнаçтарнă.  Çак ӗҫ малалла пырать. Кун ҫинчен пире Пӑва тата Ҫӗпрел районӗсенчи пушар надзорӗн уйрăмӗн инспекторӗ Александр Мердеев пӗлтерчӗ.

Автономиллӗ пушар хыпарҫисене нумай ачаллӑ ҫемьере пурӑнакан, ҫул ҫитмен ачисем пулнă, социаллă хăрушлăх шайӗнче, пӗччен пурăнакан граждансем, социаллӑ хӳтлӗх органӗсенче учетра  тăракан инвалидсем тата 75 ҫулти, унран та аслӑрах çулсенчи çынсем пурӑнакан ҫуртсемпе хваттерсене вырнаҫтараҫҫӗ.

Кӑҫалхи ҫул вӗҫлениччен районти 363 ҫуртра 1134 автономиллӗ пушар хыпарçисене вырнаçтарма палӑртнӑ. Ку оборудовани эффективлă тата паха пулнине  те кӑтартрӗ.

– 2016 ҫултан пуҫласа 2021 ҫулччен Тутарстан Республикинче укҫа-тенкӗ уйӑрмалли тӗрлӗ ҫӑлкуҫсен шучӗпе 90 пин ҫурт валли 300 пине яхӑн пушар ҫинчен пӗлтерекен хатӗр вырнаçтарнă. Пурӑнмалли ҫуртсенче (хваттерсенче) пулнă пушарсен 84 тӗслӗхӗнче, пушар хыпарçисем ӗçлесе кайнипе, çуртра пурăнакансем пушар тухни çинчен вăхăтра хыпар илнӗ, çакă 171 ҫыннăн, ҫав шутра 66 ачан, пурнăçне сыхласа хăварнă.

Пирӗн районта пурăнмалли секторсенчи пушарсенчен 4-шӗнче çавăн  пек оборудовани хыпар пӗлтернине пула ӑна хăвăрт сӳнтерме май килчӗ. Çын пурнӑҫне те ҫӑлса хăварнă, - тет Александр Мердеев.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев