«Троица юррисем» фестиваль иртрӗ
«Троица юррисем» ӑс-хакӑл юррин фестивалӗ кӑна мар, Тутарстан ҫӗрӗ çинче пурӑнакан тӗрлӗ халӑхсен наци культурин фестивалӗ те
Кивӗ Çӗпрел ялӗнче, июнӗн 18-мӗшӗнче, «Троица юррисем» православи тӗнӗн юррисен регионсен хушшинчи VI фестивалӗ иртрӗ. 2016 ҫулта районти пӗрремӗш фестиваль Хусан тата Тутарстан митрополичӗ Феофан пуҫарнипе йӗркеленӗччӗ.
Уяв пуçланас умӗн Сергий Радонежский храмӗнче ирхи литурги иртрӗ. Ун хыççăн храмри халăх тӗн представителӗсемпе пӗрле пуçтарăнса хӗреслӗ çӳревре пулчӗç.
Фестивале уҫнӑ май Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров уяв ячӗпе саламласа: «Троица, Мăнкун иртсен аллăмӗш кун пулакан уяв – Троица (Çимӗк) – чиркӳ ҫулталăкӗнчи чи паха уявсенчен пӗри, чиркӳ ҫуралнӑ кун шутланать, мӗншӗн тесен шӑпах ҫак кун апостолсем патне Святой Сывлӑш аннă та вӗсене тӗнче ҫинчен вӗрентес ҫулталăк пуҫланнӑ. Эпир паян хамӑрӑн юррăмăрсемпе те, культурӑпа та, йӑласемпе те савӑнтарма пухӑнтӑмӑр. «Троица юррисем» – ӑс-хакӑл юррин фестивалӗ кӑна мар, Тутарстан ҫӗрӗ çинче пурӑнакан тӗрлӗ халӑхсен наци культурин фестивалӗ те», – терӗ.
Фестиваль хӑни те – Хусан епархийӗн Епархи канашӗн секретарӗ, протоиерей Александр Павлов – саламлӑ сӑмах тухса каларӗ. «Тутарстан Республикин нумай нациллӗ халӑхӗ хӑйӗн йӑли-йӗркисене упрани питӗ паха. Ҫапла, эпир кашниех хамӑр йӑлапа килӗшӳллӗн ӗненетпӗр, анчах эпир Аслӑ Раҫҫейре, ирӗклӗ те пӗрлӗхлӗ, туслă пӗр пысӑк ҫуртра, Тутарстанра килӗштерсе пурӑнатпӑр. Пирӗн вара, савӑнӑҫӗ те, хуйхи те пӗр, пӗтӗмӗшле», – терӗ вӑл.
Фестивале чаплӑн уҫнӑ вӑхӑтра Сергий Радонежский храм настоятелӗпе Павел Пурловпа районти мухтасиб Данир Шарафутдинов фестивальте хутшӑнакансене тата курма килнисене уявпа пӗтӗм чунтан саламларӗҫ, ҫӗр ҫинче тӑнӑҫлӑх сунчӗҫ.
Уяв мероприятине Хусан епархийӗн тӗрлӗ кӗтессисенчен, ҫавӑн пекех, пӗтӗм регионсенчен хӑнасем пухӑннӑччӗ. Фестивале Хусанти Таса Варвара храмӗн «Варвара» православи ансамблӗ; Хусанти «Раздолье» халӑх хорӗ; опера юрӑҫи, Раҫҫей тата ют ҫӗршывсенчи Пӗтӗм тӗнчери вокал конкурсӗсен лауреачӗ Елена Юркина; Ульяновск облаҫӗнчи Чăнлă районӗнчи «Шанăç» пултарулӑх ансамблӗ; Пӑва хулинчи ветерансен «Родник» хорӗ тата «Рябинушка» вырӑс юррисен халӑх ансамблӗ; «Калинушка» вокал коллективӗ; Кайпӑç районӗнчи «Радуга» тата «Сударыня» фольклор ансамблӗсем; Шӑмӑршă районӗнчен Долговсен ҫемье ансамблӗ; районти «Хӗлхем» чӑваш фольклор ансамблӗ тата ыттисем те хутшăнчӗç.
Фестиваль программи шайӗнче халӑх юррисем, тӗн музыкин произведенийӗсем янӑрарӗҫ. Храм территорийӗнче мастер-классем йӗркеленӗччӗ, ал ӗçӗсен суту-илӳ-куравӗсем ӗçлерӗç. Уявра ыр кӑмӑллӑх та тараватлӑх хуçаланчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев