Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Тракторсем çурхи хир ӗçӗсене старт кӗтеççӗ

Çурхи хир ӗҫӗсенче тӗрлӗ маркăллă  275 трактор хутшӑнать. Уй-хирсене тухас умӗн вӗсене ятарлă комисси тишкерчӗ

Çуркунне  42,5 пин гектар лаптăк çинче ака ирттермелле. Çавӑн пекех,  11 пин гектар лаптăк çинчи кӗрхи культурăсене тата 8,5 пин гектар çинчи нумай ҫул ӳсекен курӑксене хушма апатлантармалла.

Составӗнче районти  ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗн начальникӗ Талгат Халитов, «Татмелиораци» акционерла обществăн генеральнăй директорӗ Рустам Сунгатуллин, Агроуниверситетăн машинӑсен тата оборудованисен кафедрин заведующийӗ Дамир Халиуллин, «Татмеливодхоз» учрежденийӗн  директорӗн пӗрремӗш çумӗ Азат Рамазанов, «Гостехнадзор»ăн  тӗп патшалăх инспекторӗ Ильдар Шайхаттаров пулнă комисси техникăна Шемӗршелӗнчи тракторпа машина паркӗнчен пуҫларӗ.  Ун хыççăн  «Цильна» обществăна,  «Дементьев ячӗллӗ агрофирмăн» Тăваньел филиалне, «Низамов» хресчен-фермер хуҫалӑхне куçрӗç. Кунăн иккӗмӗш ҫурринче вара комисси «Дементьев ячӗллӗ агрофирмăн» Хулаçырми, Паснапуç филиалӗсенчи, «АгроТрансПорт» обществăри çурхи хир ӗçӗсенче хутшăнакан техникăсен хатӗрлӗхне тишкерчӗç. Тишкерӳ вӑхӑтӗнче тракторсене механизаторсемпе тивӗҫтернине те палăртрӗç.

– Чи пахи – механи-заторсемшӗн хӑрушсӑр ӗҫ условийӗсем туса парасси. Кашни ӗçлекен инструктаж иртме тивӗçлӗ. Этем пурнӑҫӗ чи хакли пулнине ан манӑр, – терӗ Азат Рамазанов.

– Ял ӗҫченӗсен умӗнче  ҫурхи хир  ӗҫӗсене кăçал та кӗске срокра пурнăçлас тӗллев тӑрать. Анчах та пахалăх çинчен манма юрамасть. Мӗнпур агротехника мероприятийӗсене тӗплӗн пурнӑҫланӑ чухне кăна пуян тухăç  илессишӗн ӗмӗтленме май пур, – терӗ агрофирма ертӳҫи Талгат Халитов.

Комисси мӗнпур тишкернӗ техника ҫурхи хир ӗҫӗсене туллин хатӗр тесе йышăнчӗ.

Справка

Республикӑн ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ районӗсенче ҫурхи ӗҫсем пуҫланнӑ. Пирӗн районăн «Дементьев ячӗллӗ агрофирма»  обществăн çӗр ӗçченӗсем те нумай ҫул ӳсекен курӑксен лаптăкӗсене апатлантарма пуҫларӗç. Иртнӗ çул вара районта апрелӗн 3-мӗшӗнче акана тухнăччӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев