Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

«Тоннель» операцийӗн вӑхӑтӗнче йӗркене пăснă 32 ҫын палăрнă

Автомобиль çӳретнӗ чухне хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗпе усă курмалла.

 

Районти ГИБДД автоинспекторӗсем «Хӑрушсӑрлӑх пиçиххийӗ» ятлă «Тоннель» профилактика операцийӗ ирттерчӗç. ГИБДД уйрăмӗн инспекторӗсем Цивильск – Ульяновск автоҫулăн 131-мӗш километрӗнче контроль турӗç.

– «Тоннель» операцийӗ вăхăтӗнче йӗрке пăсакан 32 ҫын палӑрчӗ, вӗсен тӗлӗшпе протоколсем тултарнă, закона пӑснӑшӑн штраф тӳлеме тӳрӗ килет, – тет Шалти ӗçсен министерствин Ҫӗпрел районӗнчи ГИБДД уйрăмӗн пуçлăхӗ, полици майорӗ Анатолий Михайлов.

Анатолий Михайлов палăртса иртнӗ тăрăх, сехетре 50 километр хӑвӑртлӑхпа кăна пынӑ чухне те сасартăк чарăнсан, е çапăнсан, çыннăн йывӑрӑшӗ темиçе хут ӳсет. Водитель машинӑн малти кантӑкне пуҫӗпе пырса тăрăнса, ватса тухса ӳкме пултарать, вунă тӗслӗхрен тăххăрăшӗнче, вăл вилет. Правилӑсем тӑрӑх пассажир та, водитель те хӑрушсӑрлӑх пиçиххийӗпе машинăна ларнă малтанхи секунтран пуçласа усă курма тивӗçлӗ.

«Çул-йӗр-транспорт аварийӗ вӑхӑтӗнче пиҫиххие ҫаклатман пулсан, нимӗнле хӑрушсӑрлӑх минтерӗ те ҫӑлас ҫук», – теççӗ автоинспекторсем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев