Реклама
Хыпарсем
«Тоннель» операци
Районти ГИБДД автоинспекторӗсем «Хӑрушсӑрлӑх пиҫиххи» текен код ячӗпе «Тоннель» профилактика операцийӗ ирттерчӗç.
ГИБДД уйрӑмӗн инспекторӗсем Хусан – Ульяновск – Кивӗ Çӗпрел автоçулăн 46-мӗш ҫухрӑмӗнче пухăннăччӗ. Рейд вӑхӑтӗнче 100тен ытла транспорт хатӗрне тишкереççӗ тата ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑснă, правилăсене пурнăçламан шоферсем тӗлӗшпе 10 протокол тултарнă.
– Сехетре 50 ҫухрӑм хăвăртлăхпа пынă вăхăтра енчен пырса çапăнсан, ҫыннӑн йывăрăшӗ темиҫе хут ӳсет. Шофер пуҫӗпе машинăн умри кӗленчине ҫӗмӗрсе, вунă тӗслӗхрен тăххăрăшӗнче, вилет. Правило тăрăх, пассажир та, машина çӳретекен те хӑрушсӑрлӑх пиçиххийӗпе машинăна кӗрсе ларсан пӗрремӗш çеккунтран пуçласа мӗн транспорт чарăниччен усă курма тивӗçлӗ, – тет ун пирки Ҫӗпрел районӗнчи Шалти ӗçсен министерствин ГИБДД уйрӑмӗн начальникӗ Анатолий Михайлов.
Инспекторсем каланă тăрăх, çул-йӗр-транспорт аварийӗ вăхăтӗнче, енчен хăрушсăрлăх пиçиххине лектермен пулсан, нимӗнле хăрушсăрлăх минтерӗ те хăтараймӗ. Рейд вăхăтӗнче салонра ачасен кресли пулсан та, ăна тивӗçлипе çыхман автомобилистсем те уçăмланаççӗ. Çакăн пек шоферсене, паллах, штраф форминче наказани пама пăхăннă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев