Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Тӗлӗнтермӗш уй

П.В.Дементьев музейӗнче «Тӗлӗнтермӗш уй» лингвистла вăйă иртрӗ.

Тăван чӗлхе пирӗншӗн кашниншӗнех хаклă. Вăл пулăшнипе хамăр шухăшсене уççăнрах каласа пама пултаратпăр. Вăл хăйне, хăйӗн историне, хăйӗн культурине, пуринчен ытла ытти çынсене, вӗсен уйрăмлăхӗсене хисеплеме вӗрентмелли меслет пулса тăрать.

Мартăн 2-мӗшӗнче П.В.Дементьев музейӗнче, Çӗнӗ Упи тӗп шкулăӗнче 8-мӗш класра вӗренекенсем хутшăннипе,  вырăс чӗлхинчи япала ячӗсене тупассипе «Тӗлӗнтермӗш уй» лингвистла вăйă иртрӗ.

Пирӗн чӗлхе мӗн тери илемлӗ те пуян пулнине курас тесен, ăна лайăх пӗлмелле те. Вăйă тапхăрӗсем валли вылякансене суйларăмăр. Унта вӗсен тавçăрулăхне кăтартмаллаччӗ. Виçӗ тапхăр заданийӗсене тӗрӗс хуравлакансем финалта тӗл пулчӗç. Финалистăн вара супер-вăйă вылямалла пулчӗ. Сергей Кочуров çӗнтерӳçӗ ятне тивӗçрӗ, çапла майпа вăл хăйне вырăс чӗлхине лайăх пӗлекен пек кăтартрӗ.

Реклама

Вăййа хутшăнакансем хăйсен пултарулăхне, тавçăрулăхне, вырăс чӗлхине пӗлнине кăтартрӗç. Чӗлхе пуян пултăр тесен кӗнеке ытларах вуламалла тесе пӗтӗмлетӳ турӗç. «Пӗр чӗлхе – пӗр ăс, икӗ чӗлхе – икӗ ăс», – тенӗ чăвашсен просветителӗ Иван Яковлев. Тăван чӗлхепе  пӗрле  вырăс чӗлхине те лайăх пӗлмелле.

Тепрехинче вара чăваш чӗлхине пӗлекен ачасем вăййа хутшăнӗç. Вăйăран ачасем хаваслă кăмăл-туйăмпа саланчӗç, малашне те ăс-тăн вăййисене хутшăнма хавхаланчӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

1

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев