Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Тӳлевсен сумми ӳсет

Ӗнер. Паян. Ыран

Раҫҫейре февралӗн 1-мӗшӗнчен «Амӑшӗн капиталӗн» тата декрет тӳлевӗсен калăпăшӗ ӳсӗ.

Раҫҫейре чи пӗчӗк ӗҫ укҫин хакӗ ӳснӗ май, февралӗн 1-мӗшӗнчен унпа ҫыхӑннӑ «Амӑшӗн капиталӗ», ачана пӑхса усрас енӗпе тата декрет укҫи те пысӑкланать.

Ҫапла вара «Амӑшӗн капиталӗ» пӗрремӗш ачашăн – 65 пин тенкӗ (589,5 пин тенкӗ таран), иккӗмӗш ачашăн – 86 пин тенкӗ (779 пин тенкӗ таран) ӳсӗ.

Реклама

Енчен çемье пӗрремӗш ачашăн «Амӑшӗн капиталне» регистрациленӗ пулсан, иккӗмӗшӗшӗн – 189,5 пин тенкӗ (хушăм 20,9 пин тенкӗ) пулӗ. Ача ҫуратнӑ чухне пӗр хут парăнакан пособийӗн сумми 23 011 тенке тӳрӗ килет.

Унсӑр пуҫне, 1,5 ҫулччен ачана пӑхса усрамалли чи пӗчӗк пособийӗн калăпăшӗ 8 630 тенкӗ таран, анчах 33 281 тенкӗрен ытла пулмӗ (вӑтам ӗҫ укҫин 40 проценчӗ). Ҫак пособие ӗҫлекенсем ҫеҫ мар, ӗҫсӗр юлнӑ ашшӗ-амӑшӗсем те регистрацилеме пултараҫҫӗ.

Ҫавӑн пекех декрет отпускӗ енӗпе пособисем, отпуск вӑхӑтӗнче чи пӗчӗк пособи, больничный тӳлевӗсем тата тин ҫуралнӑ ачасемшӗн тӳлевсен сумми те пысӑкланӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев