Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

«Тимлӗх, ачасем!» профилактика операцийӗ

2022 ҫулăн 7 уйӑхӗнче республика ҫулӗсем ҫинче 16 ҫула ҫитнӗ ачасемпе пулса иртнӗ 245 транспорт инкекӗ палăрнă, вӗсенче 7 ача вилнӗ тата 258-шӗ çан-çурăм суранӗ илнӗ.

Ачасен ҫул-йӗр-транспорт инкекӗсене асӑрхаттарас тӗллевпе Тутарстанра, çав шутра пирӗн районта та, «Тимлӗх, ачасем!» акци пӗлтерчӗç, тесе хыпарлать Ҫӗпрел районӗнчи ГИБДД уйрăмӗн начальникӗ, полици майорӗ Анатолий Михайлов.

2022 ҫулăн 7 уйӑхӗнче республика ҫулӗсем ҫинче 16 ҫула ҫитнӗ ачасемпе пулса иртнӗ 245 транспорт инкекӗ палăрнă, вӗсенче 7 ача вилнӗ тата 258-шӗ çан-çурăм суранӗ илнӗ.

Ачасемпе çыхăннă ҫул-йӗр-транспорт инкекӗсен шучӗ август-сентябрь уйăхӗсенче ӳсет. Çакăн сăлтавӗ – çул çитменнисем ҫуллахи кану хыҫҫӑн ҫул ҫинче хӑрушлӑхсӑрлӑхпа ҫыхӑннӑ хӑнӑхӑва ҫухатни.

– «Тимлӗх, ачасем!» мероприяти шайӗнче районти автоинспекторсем, «Çул-йӗр юхăмӗн хӑрушсӑрлӑхӗ» патшалăх бюджет учрежденийӗн ӗçченӗсемпе пӗрле,  водительсен ачасене илсе çӳретмелли  правилисене пӑсассине, ҫуран ҫӳрекенсен ҫул-йӗр правилисене пӑсассине асăрхаттарас тӗлӗшпе массăллă тишкерӳсем йӗркелӗç, çутта тавăракан элементсене популярлă тăвас, çул çитменнисене ҫул-йӗр правилисене пӑсассине асӑрхаттарас енӗпе акцисем  те  йӗркелӗç, автоинспекци ӗҫченӗсем хутшăннипе тата ытти ҫавнашкал мероприятисем ирттерӗç, –  тет Анатолий Михайлов.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев