Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

«Тимлӗх - ачасем!» профилактика мероприятийӗ

ГИБДД

Ачасем хутшăннипе çул-йӗр-транспорт инкекӗсем килсе ан тухччăр тесе, 2021 çулхи августӑн 23-мӗшӗнчен пуҫласа сентябрӗн 5-мӗшӗччен Тутарстан Республикинче, ҫав шутра Ҫӗпрел районӗнче те, «Тимлӗх - ачасем!» текен профилактика мероприятийӗ ирттерӗç.

Çакăн ҫинчен пире Ҫӗпрел районӗнчи ГИБДД уйрӑмӗн начальникӗ, полици майорӗ Анатолий Михайлов пӗлтерчӗ.

Реклама

Кӑҫалхи çулăн 7 уйӑхӗнче республикăри ҫулсем ҫинче 16 çулчченхи ачасем хутшăннипе 271 ҫул-йӗр-транспорт аварийӗ регистрациленнӗ, вӗсенче 11 ача вилнӗ тата 286 ҫын суранланнă.

– «Тимлӗх – ачасем!» профилактика мероприятийӗн шайӗнче Тутарстан Республикинчи Шалти ӗҫсен министерствин патшалăх автоинспекцийӗ «Çул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн» патшалăх бюджет учрежденийӗн ӗçченӗсемпе пӗрле, сăмахран, ачасене çӳретмелли правилăсене пӑсассине асӑрхаттаракан çавнашкал мероприятисем ирттерет; ҫуран ҫӳрекенсене ирӗк панипе ҫыхӑннӑ правилӑсене пӑсасран асӑрхаттарасси; çутта тавăракан элементсене популяризацилесси; çул çитменнисен ҫул-йӗр правилисене пӑсассине асăрхаттарас енӗпе акцисем, акци пынă вăхăтра право йӗркине пăсни ҫинчен даннăйсене малалла профилактика ӗҫне ирттерме вӗренӳ организацийӗсене ярӗҫ; вӗренӳ организацийӗсем патне пымалли ҫулсен тӑрӑмне, ҫул паллисем ҫине тимлӗх уйӑрӗҫ; ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗн ӗçченӗсем хутшӑннипе ачасем хӑйсене мӗнле тыткалас енӗпе ашшӗ-амӑшӗсемпе пухусем йӗркелӗҫ, – тет Анатолий Михайлов.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев