Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Телефон мошенникӗсенчен сиен куракансен шучӗ ӳсет

 Кивӗ Шемӗршел ялӗнче пурӑнакан И.  мошенниксене шанса, 48 пин тенкӗ укçисӗр тăрса юлнă.

И.ва пӗр çын шӑнкӑравласа, хăйне  «Сбербанк» ӗҫченӗ тесе паллаштарать. Ҫак палламан хӗрарӑм И.ран сбербанк картти ҫинчен ыйтса пӗлет, вӑл ăна ҫухатман-и, картта хăйпе пӗрле-и тата ытти çакăн пек ыйтусем парать.  Ун хыççăн ҫак палламан хӗрарăм И.ран унӑн карттинчен  укҫа вӑрлани çинчен  калать. И. ҫакă пулма пултарайманни, ăна нимӗнле смс-хыпар килменни çинчен калать. Хӗрарӑм та çухалса каймасть, ӑна васкавлăн Кивӗ Шемӗршел ялӗнчи «Сбербанк» филиалне кайма сӗнет. И. паян ӗнтӗ филиалăн ӗҫ сехечӗ вӗҫленнине пӗтерет. Ҫакӑн хыҫҫӑн палламан хӗрарӑм И.ран  унăн пӗр сехет хушшинче район центрне ҫитме пултарнипе пултарайманни ҫинчен ыйтса пӗлет. И. хăй пӗр сехет хушшинче район центрне çитейменни тата ăна шанманни çинчен каласан, палламан хӗрарăм ăна «Сбербанк»ăн хăрушсăрлăх службипе ҫыхăнтарасси тата часах 900 номерӗнчен смс-хыпар килесси çинчен пӗлтерет. Мӗн чухлӗ-тӗр вăхăт иртнӗ хыççăн И.ва чӑнах та 900 номерӗнчен смс килет. Ҫавӑн хыҫҫӑн И. палламан хӗрарăм «Сбербанк» ӗçченӗ пулнине шанать. Палламан çак арçын та И.ва часах ăна 900 номертен шӑнкӑравласса тата унăн роботпа калаҫмалли  ҫинчен пӗлтерет те телефонне сӳнтерет.  Кӑшт вӑхӑт иртнӗ хыççăн арҫын И.ва каллех урăх номерпе шăнкăравлать тата 900 номерӗнчен шӑнкӑравламарӗç-и ,тесе ыйтса пӗлет. И.ӑна нимӗнле шӑнкӑрав та пулманни çинчен  каласан, ҫак палламан арҫын И.ва кредит уйрӑмӗпе ҫыхăнтарни ҫинчен калать. Ҫавӑн хыҫҫӑн И.впа урӑх хӗрарӑм калаҫма пуҫлать. Ҫак палламан хӗрарăм И.ран сбербанк-онлайнпа ӗҫлеме пӗлнипе пӗлменни ҫинчен ыйтса пӗлет. И. ӗçле пӗлни ҫинчен каласан, палламан çак хӗрарӑм ӑна унăн картти ҫинчен куҫарнӑ 48 пин тенкӗ укçана тавăрассишӗн хӑйӗн ячӗпе кредит ҫырса пама кирлине калать. И. ăна нимӗнле кредит та кирлӗ маррине каласан, паллӑ мар хӗрарӑм кредит илмесӗр укҫана тавӑрса памаҫҫӗ тесе пӗлтерет. Ҫавӑн хыҫҫӑн И. кредит илме килӗшет. Унтан ҫак палламан хӗрарӑм И.ва ӑна 900 номертен шӑнкӑравлӗç, робота «ҫапла» («да») тесе кӑна тăмаллине калать. И. патне 900 номертен шӑнкӑравламаççӗ тата вӑл каллех паллӑ мар хӗрарӑм шӑнкӑравланă номер ҫине шӑнкӑравлать. Ăна вара И.ва хăйне 900 номер ҫине шӑнкӑравлама хушаҫҫӗ. И. шӑнкӑравлать тата роботăн мӗнпур ыйтăвӗсем çине хурав парать. Робот И.ва ăна вăл ыйтакан кредит парăнманни çинчен пӗлтерет. Роботпа калаҫса пӗтернӗ хыҫҫӑн И.патне палламан хӗрарӑм тата шӑнкӑравлать, Кивӗ Шемӗршел ялӗнчи  филиал ӗҫлеменни пирки, юнкун тепӗр хут калаҫмалли çинчен  пӗлтерет.  И. хăй Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнчи «Сбербанка» каясси çинчен калать, анчах телефонпа ӑна ниҫта та каймалла мар, вӗсене вара хӑйсен ӗҫченӗсем тишкерӗç тесе пӗлтереççӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен, И. патне татах шăнкăравлаççӗ, хăйсене «Сбербанк» ӗçченӗсем  тесе паллаштараççӗ, вăл мошенниксен  серепине лекнине тата унăн карттине блокировать туни çинчен пӗлтереççӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн И. хăй мошенниксен серепине лекнине ӑнланать тата  полици уйрӑмне килсе заявлени ҫырать.

Ҫынсене çирӗп шаннӑран тата информацие тишкермесӗр кăна мошенниксем хушнипе тата требованийӗсене пурнăçласа пынипе И. хӑйӗн укҫине ҫухатать.

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев