Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи

Ачасен пултарулăхӗ

Кашни шкултах нарăс уйăхӗнче тăван чĕлхепе литература эрнисем иртеççĕ.  Ачасем, вĕрентекенсем     ертсе пынипе, тĕрлĕ мероприятие хутшăнаççĕ. Аслă Аксу вăтам шкулĕнче вĕренекенсем те  çак эрнере хăйсем тăван чĕлхене мĕнле пĕлнине КВНпа викторинăсенче, тĕрлĕ ăмăртусенче кăтартрĕç.  Шкулти çамрăк авторсен ӗçĕпе сире те паллаштарасшăн.

В.Ярмушова, тăван чĕлхепе литература вĕрентекенĕ.

 

 

Тăван чĕлхе –

Анне пекех пĕртен-пĕрре.

Тăван чĕлхе

Пирĕнпе пулĕ ĕмĕрех.

Тăван чĕлхе

Янрать вăл çепĕççĕн ялан.

Тăван чĕлхе,

Пуян ман халăх вăл пуртан.

                          Таня Унискова.

 

 

Тăван чĕлхе питĕ илемлĕ,

Янрать хитре.

Тăван чĕлхене, туссем, юратăр.

Вăл пултăр хисепре.

                     Дима Ярмушов.

 

 

Тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи,

Эс – чи кирли пирĕн валли.

Сансăр – лайăх сăвăсем,

Хитре, çепĕç юрăсем

Пулмĕç, пĕтĕç йăлт вĕсем.

Упрар тăван чĕлхемĕре,

Янратăр ĕмĕр-ĕмĕрех.

Унпа çеç халăх пурăнать,

Ыттисем хушшинче курăнать.                                                              

             Полина Симкина.

 

Эп çуралнă чăваш ялĕнче –

Тăван атте-анне килĕнче.

Кунтах ӳснĕ тете те аппа,

Шăллăмпала эпир – ăмăртсах.

Юрататăп тăван çынсене,

Асра тытăп ялан вĕсене.

Хисеплетĕп тăван халăха,

Чĕлхипе, ĕçĕпе вăл паха.

    Кристина Мускатинова.

 

 

Чăвашăн çепĕç чĕлхине

Пур чăваша та парнеленĕ.

Мĕнпур чăваш хăй чĕлхипе

Кăмăлласах калаçтăр тенĕ.

Пуян пирĕн чĕлхе, туссем.

Кашни сăмахăн пур пĕлтерĕш.

Нумай-нумай чĕлхесенчен

Пĕрре те кая мар вăл, пĕлĕр.

Чĕлхемĕре упрас тесен

Унпа калаçма ан вăтанăр,

Хамăрăн мăн асаттесен

Хаклă парнине ан çухатăр.

                    Виолетта Васильева.

 

 

Эп пĕлеп калаçма тутарла,

Чăвашла та пуплеп савăнсах.

Маншăн иккĕш те çывăх пĕр пек,

Аннепеле атте чĕлхисем.

Чăвашла вĕренетĕп шкулта,

Калаçатăп туспа-юлташпа,

Тутарла – çывăх çыннăмсемпе.

Иккĕшне те юрататăп чунтан.

                   Светлана Кутюмова.

 

 

Тăван чĕлхемĕр пирĕн

Илемлĕ, çепĕç те ачаш.

Ватă пулин те пултăр çирĕп.

Ăна ялан упра, юлташ!

                         Милана Ситнова.

 

 

Кашнин хăйĕн чĕлхи

Чи хитри, аванни.

Чĕлхене  хисепле,

Ан вăтан пуплеме.

Чăвашла эс юрла,

Чăвашла сăвăла…

Кашни хăй чĕлхипе

Сăмахлатăр чунтан.

                  Дмитрий Ярмушов.

 

 

Пурнăçра нумай тĕрлĕ пурлăх –

Ылтăн-кĕмĕл, хваттер, машина…

Анчах пур тата тепĕр ăс-пурлăх:

Кун-çул, чĕлхе те çырулăх.

Вĕсене кура халăх хисеплĕ,

Вĕсене пула пурнăç тĕреклĕ.

                       Маша Магарина.

 

 

Юрататăп сана, чĕлхеçĕм,

Чăваш чĕлхи.

Эс маншăн çывăх пулăн вĕçĕм,

Анне чĕлхи.

Калаçатăп атте-аннепе

Эп чăвашла.

Асра тыттăр мĕнпур чăваш –

Чĕлхене упра!

                     Саша Васильева.

 

 

Тавах Иван Яковлева

Çутă пурнăç панăшăн.

Тĕрĕс çырмашкăн чăвашла

Алфавит шутланăшăн.

Вăл пулнă пирĕншĕн Ыр Çын,

Юратнă хăйĕн халăхне…

Эпир те Улăп асаттен

Асра тытар-ха халалне.

Пăрăнар мар чĕлхемĕртен,

Именмесĕр калаçар.

Тăван чĕлхе пулать пĕрре –

Ăна хаклар та юратар!

                     Ирина Мутина.

 

Тăван çĕршыв,

Тăван чĕлхе,

Тăван анне…

Чунăма çывăх яланах.

Упрасчĕ тетĕп вĕсене –

Çĕршыва, чĕлхене, аннене.

Асра тытасчĕ пĕрмаях:

Вĕсем пĕрре.

             Кристина Лаврентьева.

Упрасчĕ тăван  чĕлхене

Тăван чĕлхе пурин те пур. Вырăсшăн вăл – вырăс чĕлхи, тутаршăн – тутар чĕлхи,.. Маншăн вара тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи. Мана хамăрăн тăван чĕлхе çав тери килĕшет.  Эпĕ чăвашла калаçма пĕрре те именместĕп. Хамăн çывăх çынсемпе яланах чăвашла кăна калаçатăп. Мана çак чĕлхене атте-анне панă. Мана вĕсем мĕн пĕчĕкрен чăвашла калаçма вĕрентнĕ. Çакăншăн эпĕ вĕсене тав тăватăп.

Атте-анне мана хамăрăн тăван чĕлхене юратма,  тăван халăха хисеплеме вĕрентеççĕ. Пирĕн кил-йышра пĕр-пĕринпе пурте чăвашла калаçаççĕ. Тăван чĕлхене, тăван культурăна хисеплеççĕ, чăвашла юрăсем юрлаççĕ, чăваш хаçатне вулаççĕ.

Шкулта эпир, чăваш чĕлхисĕр пуçне, вырăс тата акăлчан чĕлхисене вĕренетпĕр. Вĕсене те эпĕ кăмăлласах вĕренетĕп. Кашни чĕлхен хăйĕн выранĕ. И.Я.Яковлев калашле, икĕ чĕлхе – икĕ ăс, виçĕ чĕлхе – виçĕ ăс.

Маншăн тăван чĕлхе – хаклă пуянлăх. Ăна пирĕн мăн асаттесем ĕмĕрсем хушши упраса пурăннă. Чĕлхеллĕ халăха хисеплĕ халăх теççĕ, чĕлхене çухатсан халăхăмăрăн малашлăхĕ те пулмĕ. Çавăнпа та упрасчĕ тăван чĕлхемĕре, ăна аталантарсах пырасчĕ.

 Валерия Захарова.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев