Реклама
Хыпарсем
Тăпра хатӗрлеççӗ
Кӑҫал район механизаторӗсен 47 пин гектар лаптăк çинчи анасене сухаласа хăварма тивӗçлӗ.
Ял хуçалăхӗсене пăхăнса тăракан обществăсемпе агрофирма филиалӗсенче килес çул акма тăпрана хатӗрлес ӗçсем те малалла пыраççӗ. Кӑҫал район механизаторӗсен 47 пин гектар лаптăк çинчи анасене сухаласа хăварма тивӗçлӗ. Паянхи кун çак лаптăкăн 40 пинрен ытла гектарӗ çинче ӗҫсем вӗҫленнӗ те ӗнтӗ. «Цильна» общество районта малта пыракансенчен пулса хирсене килес çул акма хатӗрлесе, сухаламалли ӗҫсене пӗтерчӗ. «АгроТрансПорт» обществӑра, «И.Ф.Махмутов», «А.А.Низамов» тата «Р.А. Бикчуров» хресчен-фермер хуçалăхӗсенче хӗвелҫаврӑнӑш культури йышăнакан лаптăксене кăна сухаласси юлнă. «Дементьев ячӗпе хисепленекен агрофирма» та тата «Эталон-Агро» обществинче вара сухаланма тивӗçлӗ ҫӗрсен 80 тата 75 процентӗнче кӑна ӗçсем вӗҫленнӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев