Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Сывлăх

«Хыпар» хаҫатран.

Имбирӗн усси

Имбирь диабетран, ытлашши йывӑрӑшран тата пысӑк юн пусӑмӗнчен хӳтӗлет.
Имбире кулленхи рациона кӗртни юн тымарӗсене тасатать, холестерин шайне чакарать. Унăн составӗнче гинеролон пур. Вăл диабетран, ытлашши виҫерен тата артери пусӑмне ӳстернинчен пулӑшать.

— Имбирь ырханланма пулӑшать. Ҫавӑнпа ӑна тӗрлӗ салата, чей çине хушма сӗнеҫҫӗ. Диетологсен шучӗпе, имбирь япаласен ылмашӑвне лайӑхлатать. Çу парӗсене ирӗлтерме пулăшать. Ҫакӑ ӳт-пӗве яштака та илемлӗ тăвать. Ҫавӑнпа та унпа усă куракансем ытлашши виҫепе асапланмаҫҫӗ.
— Имбирӗн юна шӗветекен енӗсем пур. Ҫавна май пуҫ мими кислородпа лайӑхрах усӑ курать, ӑс-тӑн лайӑхланать.
— Имбирь — ҫутҫанталӑк антисептикӗ. Вӑл бактерисемпе кӗрешет, шăнса пăсăласран сыхлать. Ҫавӑнпа бактери чирӗсене сирсе яма пулӑшать.
— Имбирь С витамин ҫӑлкуҫӗ пулса тӑрать, ҫавӑнпа вӑл грипп тата шӑнса пӑсӑлнин пуçламăш тапхăрне сирсе яма пултарать. Имбире рациона кӗртни чир-чӗр профилактики пулса шутланать.
— Имбирь, кофе пекех, вăй тата энерги парать. Ҫитменнине тата унра кофеин та ҫук.

Çăка чечекӗ — чăн-чăн сиплевçӗ

Çăка чечекĕ тар кăларать, температурăна чакарать, шăка хăвалать, бактерисене хирĕç кĕрешет. Ăна ятарласа типĕтсе хуракан чылай.

Вăрах бронхит аптратсан 1 апат кашăкĕ чечеке тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, савăта ăшă чĕркесе 1 сехет лартмалла, сăрăхтармалла. Кунне 2-3 хут пĕрер стакан ĕçмелле.
Мастит чухне 4-5 апат кашăкĕ çăка чечекне тин вĕренĕ 2 стакан шыва ямалла, 30 минутран сăрăхтармалла. Çак шĕвекпе кăкăр çине вĕри компресс хумалла.

Ангина, шăл туни шыçни, стоматит нушалантарсан 3 апат кашăкĕ типĕ чечеке тин вĕренĕ 2 стакан шыва ямалла, 20 минутран сăрăхтармалла, пӳлĕм температури таран сивĕтмелле. Унтан çур чей кашăкĕ апат соди хушмалла, пыра тата çăвара чӳхеме усă курмалла.

Юн пусăмĕ ӳссен /гипертони/ çăка чечекĕн чейне кунне 3 хут çуршар-пĕрер стакан ĕçмелле.
Пыршăлăх хутланнине, чикене ирттерме ванна кĕреççĕ. 8-9 ывăç çăка чечекне 1 литр вĕри шыва ямалла, вĕреме кĕртмелле, çулăм çинчен илсен сивĕниччен лартмалла та сăрăхтарса вĕри шывлă ваннăна хушмалла. Çак ваннăра 15 минутран ытла выртмалла мар.

Шăк çулĕсен чул чирĕ чухне 2 апат кашăкĕ чечеке 2 стакан вĕри шыва ярса 10 минут вĕретмелле. Çĕрлене хирĕç 2 стакан ĕçмелле. Мунчара çăка милĕкпе çапăнни усăллă. Çак процедура витĕмлĕ: 4 апат кашăкĕ çăка çулçине вĕрекен шывпа пăшăхласа илмелле, марльăпа чĕркесе пилĕк çине пӳресен тĕлне хумалла.
Самăрлăхран сипленме типĕ чечеке кофе арманĕпе авăртмалла. Кунне 3 хут пĕрер чей кашăкĕ çимелле.
Сыпăсем ыратсан, подагра тертлентерсен çăка çулçисене вĕрекен шывпа пăшăхламалла, вĕриллех сыпăсем çине хумалла, пергаментпа е полиэтиленпа витмелле, ăшă япалапа чĕркемелле. Компреса 1-2 сехет тытмалла.

Пуç ыратсан çамка çине çăкан çамрăк чĕрĕ çулçисене хумалла.

Ӳте пĕçертсе ярсан 4 апат кашăкĕ çăка чечекне çур литр шыва ямалла, питĕ вăйсăр çулăм çинче 10 минут пиçĕхтермелле. Шĕвеке сиенленнĕ ÿте сĕрмелле.

Стреса ирттерме 1 апат кашăкĕ çăка чечекне, 1 апат кашăкĕ пĕтнĕке /мята/, 1 апат кашăкĕ чĕре курăкне /пустырник/, 2 апат кашăкĕ сар çип утине /зверобой/ тин вĕренĕ 1 литр шыва ямалла, 10 минут лартмалла, сăрăхтармалла. Пĕр кунра ĕçсе ямалла. Кăмăл пулсан пыл хушма юрать.

Асăрханăр! Çăка чейĕ чĕрешĕн йывăр пулма пултарать, çавăнпа ăна ахаль чей пек мар, сиплĕ ытти ӳсен-тăранпа усă курнă чухнехи пекех курссемпе ĕçмелле, вĕсен хушшинче тăхтав тумалла. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев