Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Сывă шӑл – лайӑх сывлӑх никӗсӗ

Чи сарӑлнӑ шӑл чирӗ – кариес, ун чухне шӑл шалтан çӗрнипе хăвăл килсе тухать. Ашшӗ-амӑшӗсем сӗт шӑлӗсем ыратни ҫине питех тимлӗх памаҫҫӗ, мӗншӗн тесен сӗт шăлӗсем хыççăн, пурпӗрех, çӗннисем тухаççӗ, теҫҫӗ. Районти тӗп больницăн ачасен врачӗ Гульназ Сагдиева мӗн пӗчӗкренех шӑлсене пӑхса, тасатса тăма сӗнет. Пирӗн калаçу та çакăн ҫинчен пырӗ.

 

– Гульназ Тимершевна, ачасенче кариес хӑҫан пуҫланать?

– Яланхи пекех 2-3 ҫул иртсен. 10-12 ҫул тулсан, урӑхла каласан, сӗт шӑлӗсем улшӑнсан, çак чир ҫӗнӗрен пуҫланать.  Кариес сӑлтавӗсем чылай йышлӑ та тӗрлӗ. Унӑн сарӑлӑвӗ ҫутҫанталӑкпа климат условийӗсенчен, сывлӑшри, тӑпрапа шыври минераллӑ тӑварсен веществисенчен, апат-ҫимӗҫрен, паллах, шӑлсене мӗнле пӑхнинчен килет. Ӗçмелли шывра тата апат-ҫимӗҫре фтор сахал пулнă районсенче кариес ытларах анлă сарӑлнӑ.

Шӑлсенче кариес пуçланнин сӑлтавӗ вара – шӑл хушшине лекекен апат ҫӗрни. Апат юлашкисем ҫӗрнӗ май, ачасен ҫӑварӗнчен ырӑ мар шӑршӑ тухать те шӑлсем ҫӗрме (кариес) тытӑнни кариес пуҫланма лайӑх условисем туса парать. Час-часах палăрса тăракан  деформаци-прогнати пулӑмӗ, урӑхла каласан, ҫӳлти янах, çӳлти тута тухарах тăнăран, шӑлсем хупӑнмаҫҫӗ, янах икӗ енчен хӗстернӗ пек пулать, ҫӑвар яланах уҫӑ тăрать. Çӳл енчи янах аялтипе тӳрӗ килменни (деформаци), пӳрнесене ӗмме хӑнӑхнинчен пулма пултарать. Ача тăнкăш, сăмсипе йывӑррӑн сывласан, унӑн ҫӑварӗ яланах уҫӑ пулать, аялти янах шӑмми усӑнса тăрать, ҫакӑ та шӑлсене начар аталантарма, деформацилеме, янах шăммисене начар аталанасси патне çитерет.

Енчен ачан янах шăммисем аталанасси тытăнса тăрать пулсан, унӑн шӑлӗсем тӗрӗс рет пулса вырнаçма вырӑн тупаймаҫҫӗ, çавăнпа пушлăх пулса каять, тӗпри хăш-пӗр шăлсем тикӗс рет тулашӗнче тухаççӗ, асав шăлсем вара ачан черепица пек вырнаҫаҫҫӗ. Ҫавна пула темӗн чухлӗ пуш вырăнсем пулса каяҫҫӗ, ҫав ҫурӑксене апат юлашкисем çирӗп кӗрсе тулаҫҫӗ, вӗсене нимӗнле щеткӑпа та кăларма пулмасть. Шӑлӗсем ҫавӑн пек вырнаҫса ларсан вара, ҫӗрӗк процессӗсем килсе тухнине пула, вӗсем вӑхӑтран малтан арканма пуҫлаҫҫӗ. Чи малтан вӑтам сӗт шӑлӗсем сиенлеҫҫӗ. Çӗрекен шӑлсемпе чӑмланӑ чух ыратнине туйсан, ача ҫав шӑлсемпе чӑмлама пӑрахать, начар чӑмланӑ апата ҫӑтать. Ҫапла вара сӗт шӑлӗсен кариесӗ яланхи шӑлсене аркатасси патне илсе ҫитерет.

Кариеслă ачасенче час-часах сапаланчӑклӑх, ăс-тăн шайлашулӑхӗ ҫирӗп маррине, вӗренме чăрмантаракан, хăвăрт ывӑннине, вӑхӑт иртнӗҫемӗн — астени (ӳт-пӳ тата психика тӗлӗшӗнчен начарланнине) асӑрхаҫҫӗ.

– Ачан шӑлне сывă мӗнле упраса хӑвармалла-ха?

–Шӑлсене аркатма е пулӑшакан сӑлтавсем нумай пулни профилактикӑна чылай йывӑрлатать.  Ачана чăмлама шӑлсемпе янах шăммине икӗ енчен те тачă ӗçлеттерме пултаракан хытă çимӗç памалла. Сӗт шӑлӗсем тухнă ачана апата ватса çитерме ан тӑрӑшӑр. Вӗсем панулмие, грушăна, кишӗре хӑйсем кӑшласа çиччӗр. Ку питӗ усӑллӑ. Лайӑх чӑмлани сӗлекене ҫеҫ мар, янах шăммисене юнпа тивӗçтерессине те, апла пулсан, вӗсем птне тутлăхлă веществосем килессине те вăйлатать. Ун чухне ҫеҫ янах шăммисем йӗркеллӗн ӳсӗҫ, яланхи шӑлсем пӗр тикӗс рет пулса йӗркеленсе тӑрӗҫ.

Апатра белоксен, ҫусен, углеводсен тата минераллӑ тӑварсен тӗрӗс шайлашӑвӗ пӗтӗм организма, шӑмӑсене, шӑлсене йӗркеллӗ аталантарассине тивӗҫтерет.

Ачан шӑлӗсем ҫирӗп те сывă пулччӑр тесен, пулас амӑшӗн йывӑр ҫын пулнӑ малтанхи эрнеренех аш,сӗтпе пахчаҫимӗҫ диетине пӑхӑнмалла. Рационта ҫӑмарта, улма-ҫырла, сӗт, тӑпӑрч, пулӑ, какай туллин пулмалла. Врач сӗнмесӗрех мӗнле те пулин эмел ӗҫме юрамасть.

Йывӑр ҫын пулнӑ хӗрарӑма яланах врач (стоматолог) сӑнаса тӑмалла, унăн канашӗсене пурнăçласа пымалла. Ҫакӑ ачан шӑлӗсене лайӑхлатма пулӑшӗ.

– Шӑлсемшӗн мӗнле апат уйрӑмах сиенлӗ?

– Ку ыйтура специалистсен шухӑшӗсем саланаҫҫӗ. Пӗрисем ҫапла шутлаҫҫӗ: шӑл пӑсӑлнин сӑлтавӗ час-часах углеводпа пуян пулнă апат-ҫимӗҫ, крахмал, сахӑр, конфет, кондитер изделийӗсем тата ытти апат-ҫимӗҫ пулса тӑрать, теççӗ. Теприсем: шӑлсемшӗн пӗр апат та сиенлӗ мар, апат юлашкисем ҫӗрни ҫеҫ сиенлӗ, теҫҫӗ. Ҫавӑнпа та пӗрремӗшӗсем ачасене пылак апат пама сӗнмеҫҫӗ, иккӗмӗшӗсем тутлӑ апат ҫинӗ хыҫҫӑн шӑл тасатмалли условипе ирӗк параҫҫӗ. Иккӗмӗшӗсен шухӑшӗ (сӗнӗвӗсем), тен, тӗрӗсрех те пулӗ, мӗншӗн тесен ачана ҫакӑн пек апатран пӑрма питӗ йывӑр.

Ачана шăлӗсене пăхма вӑхӑтра пуçлани питӗ кирлӗ. Ҫав хушӑрах ашшӗ-амӑшӗсен ачан сӗт шӑлӗсем яланхи шӑлпа улшăниччен пӑхса тăрассине, яланхи шӑла пăхнă пекех, асра тытмалла. Ҫавӑнпа та ачан сӗт шӑлӗсем тухсанах, ӑна кашни апат хыҫҫӑн вӗретнӗ шыв ӗҫтерме, аслăраххисене кашни апат хыҫҫӑн ҫӑвара чӳхеме вӗрентмелле. 3 ҫул тултарсан, ачана шӑл тасатмалли щетка парнелӗр, ирхине те, каҫхине те, ҫывӑрма выртас умӗн, пӗр кун та хăвармасăр, шӑл тасатас йӑлана хăнăхтарăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев