Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Субсидисен виçи те  ӳснӗ Римма  Мавлютова

Тутарстан Республикинчи ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ министрӗн ҫумӗ Ришат Хабипов каланă тăрăх, республикӑра 465 пин уйрăм хуçалăх пур.

Çулсерен вӗсене аталантармалли майсем те лайăхланса пыраҫҫӗ.

Сӑмахран, уйрӑм хуçалăхсем валли пӑру туянма субсиди уйӑрнӑ. Кӑҫал унӑн виçи те ӳснӗ. Пӗлтӗр ахаль хуҫалӑхран илнӗ пăру валли 30 пин тенкӗ субсиди уйӑрнӑ пулсан, кӑҫал унӑн виҫи 60 пин таран ӳснӗ. Ӑратлӑ пӑрусем валли маларах 40 пин палӑртнӑ пулсан, кӑҫал ку сумма 70 пин тенке ҫитнӗ.

Ришат Хабипов каланӑ тӑрӑх, субсиди виҫи ӳсни тынасем хаклăланнипе ҫыхӑннӑ, паян лайӑх тына илес тесен 120-150 пин тенкӗ кирлӗ.

Хӑйсен хуҫалӑхӗнчи ӗнесен йышне ӳстерес текенсемшӗн кӑҫал ӗне вити тума субсидин виҫи чылай пысӑкланнă.

Сӑмахран, енчен те уйрӑм хуҫалӑхра 2-3 ӗне усраҫҫӗ пулсан тата вӗсен йышне пиллӗк таран ҫитересшӗн пулсан, патшалӑхран мини-ферма тума 300 пин тенкӗ субсиди илӗҫ (унчченрех вите, мини-ферма тума субсидин виҫи 200 пин тенкӗ пулнӑ). Ӗнесен йышне 8 пуҫ таран ҫитерес текенсем вара, патшалӑхран 600 пин тенкӗ таран субсиди илме ӗмӗтленме пултараҫҫӗ.

Ҫак пулӑшу мерисемсӗр пуҫне Тутарстанра пӗр ӗне усракансене бюджетран ҫулталӑкне икӗ пин тенкӗ чухлӗ, икӗ ӗне тытакансене – виҫшер, е ытларах ӗни пулнă кашни çынна, кашни пуҫшӑн – тӑватшар пин тенкӗ субсиди параҫҫӗ. Ҫак пулăшу мерисем валли 350 миллион тенкӗ укçа уйӑрнӑ. Ҫавӑн пекех ветеринари пулӑшӑвӗсем валли кашни ӗнешӗн 300 тенкӗ субсиди те парӗҫ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев