Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ӳсӗр пуçпа транспортпа çӳрекенсене уçăмласси  малалла пырать

ГИБДД

Районти ГИБДД ӗçченӗсен ӳсӗр шоферсене тытса чарас енӗпе рейчӗсене ирттересси малалла пырать.

Ҫул ҫинчи хӑрушсӑрлӑх – вӑл ҫул-йӗр юхăмӗнче хутшăнакансен пурин те яланах тимлӗ пулма тивӗçли. Инкек килсе тухма хăш-пӗр чухне пӗр йăнăш е тимсӗр пулни те çитет.

Реклама

Районӑн ГИБДД инспекторӗсем ӳсӗр пуçпа руль умне ларнă машина çӳретекенсене уçăмлас енӗпе черетри рейд вӑхӑтӗнче спиртлă шӗвекпе усă курнă май руль умне ларнă шофера тытса чараççӗ. Вӑл Ҫӗнӗ Упи ялӗнче пурӑнакан пулса тухать. Ун енӗпе протокол ҫыраҫҫӗ тата халӗ ăна закона пăснăшăн явап тытма тӳрӗ килет.

Аса илтеретпӗр, ӳсӗр водителе тытса чарнӑ чухне инспекторсем  протокол тултараççӗ. Суд ларăвӗнче ӳсӗрле руль умне ларса, автотранспорт средствипе çӳренӗ водителе 30 000 тенкӗ калăпăшӗнче штраф параççӗ, водитель правине 1,5-2 ҫулччен туртса илеççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев