Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ӳсӗр ан çӳре!

Районти ГИБДД ӗçченӗсем ӳсӗр водительсене тупса палӑртас енӗпе рейдсем ирттереççӗ.

Черетлӗ рейдсен вăхăтӗнче, кӑҫалхи январь уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчен пуҫласа паянхи кунччен,  районти ГИБДД ӗçченӗсем ӳсӗр пуçпа руль умне ларнă тӑватӑ водителе тытса чарнă. Вӗсенчен пӗри Чӑваш Республикинчен тата пӗри Ульяновск хулинчен, ыттисем Хулаçырмипе Çӗнӗ Йӗлмел ялӗсенче пурӑнакансем пулса тухнă. Вӗсенчен тӑваттӑшне закона пӑснӑшӑн явап тытма тӳрӗ килет.

Аса илтеретпӗр, водителе пӗрремӗш хут ӳсӗр пулнă май тытса чарсан, унӑн преступленине преступлени тесе хак пама пулмасть, çав вăхăтрах кун пек чухне яваплăхран çăмăл кăна хăтăлаймасть. Наказани: 30 000 тенкӗ виҫепе штраф парӗç; 1,5 ҫултан пуҫласа икӗ ҫул таран водитель удостоверенийӗсӗр тăратса хăварӗç.

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев