Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Сиен кӳрекен чир

Ветеринари

Юлашки вăхăтра мӑйракаллӑ шултра выльӑхсен хушшинче туберкулез чирӗ уçăмланса тăни çинчен хыпарлаççӗ пире ТР «Россельхознадзор» управленийӗн специалисчӗсем. Çавна май сыхă пулма кирли çинчен те асăрхаттараççӗ.

– Туберкулез – ҫынсенче тата выльӑх-чӗрлӗхсенче тӗл пулакан ерекен чир вăл. Инфекци ҫӑлкуҫӗ  – чирлӗ выльӑх е ҫын (пулӑшу кăтартакан персонал). Микобактерисем чирлӗ выльăхсен сӗчӗпе, сӗлекипе  пайланса тухаççӗ. Чирлӗ выльăхсенчен  пайланса тухнă  микобактерисем зданисене, кӗтӳ ҫӳретмелли вырӑнсене, шыв ӗçтермелли вырăнсене, картишсене сиенлеҫҫӗ. Ҫав вăхăтрах  бактерисем апат-ҫимӗҫе, шыва, тир ҫине лексе, чир сывӑ выльăхсене те куҫма пултарать.

Туберкулез выльӑхсене пысăк экономика сиенӗ кӳрет. Продуктивлăх чакассипе, выльӑхсене вӑхӑтран малтан юрăхсăра кăларассипе, пусассипе, чире хирӗç хаклă препаратсем тата ытти пурлăх тӑкакӗсем кирлӗ пулассипе ҫыхӑннӑ.

Мӗнпур инфекци чи-рӗсем пекех, ту-беркулезӑн та палăрман вăхăчӗ пур, вăл 3-8 эрнерен пуçласа 1 ҫулталăкчен пырать, – тет ТР енӗпе «Россельхознадзор» управленийӗн чикӗри ветеринари контролӗн уйрăмӗн патшалăх инспекторӗ Гульнара Арсланова.

Реклама

Специалист асăрхат-тарнă тăрăх, туберкулинизацие начар реакцисем курăниччен, кашни 45 кун, ирттереççӗ. Пӗчӗк пӑрусене уйрӑм ӳстереҫҫӗ. 4-мӗш уйӑхра туберкулеза тишкерессишӗн юн анализӗ илеççӗ.

Кӗтӗве йӗркеленӗ чухне, инфекци выльăхсене ан лектӗр тесен, выльăх-чӗрлӗхе туберкулеза тишкернӗ вăхăтра карантина хупмалла пулать.

Выльăхсене уҫӑ сывлӑша кăларса çӳретнӗ, çитернӗ чухне, пӗтӗмлетсе каласан, пур çӗрте те сыхланмалли мерӑсемпе усӑ курни обязательнăй мерăсем пулса тăраççӗ. Выльӑхсене пăхакан персоналăн та медицина тишкерӗвне системăллă майпа иртнине тӗрӗслесе тӑмалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев