Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Шывăн хакне вара вăл пӗтсен кăна пӗлетӗн

Çулталăк типӗ килнӗ вăхăтра çăлкуçсем те типеççӗ.  Аслă Хураката тата Тутар Паснапуç ялӗсен çыннисем те шыв      пулманнипе пăшăрханаççӗ

Ҫӑлкуҫсем – çутçанталăк пуянлăхӗ

Ҫӑлкуҫ – сăваплă  вырăн, ҫутҫанталӑкӑн калама ҫук пысӑк пуянлăхӗ.

«Çӑлăн шывӗ таса, вӑл шыв ӗҫес килнине пусарать кӑна мар, ӳт-пӗве сиплӗх, вӑй парса тӑрать», – тенӗ ӗлӗкхи çынсем. Ютра пурăнакансем те хăйсен ялне çакăн пек çăлкуçсемпе пӗрле аса илеççӗ, тунсăхлаççӗ.

Паянхи кун ӗнтӗ ҫӑл патне ҫӳресси сахаллансан та (кашнийӗн килӗнче шыв кранран юхса тăрать), çăлсене  хисеплесси чакнă тесе калама пулмасть. Сăваплă ҫӑлкуҫсене ҫӗнетеççӗ,  типсе ан лартăр тесе çăла тасатмалли ӗçсем илсе пыраççӗ.

Кӑҫал та районта темиҫе ҫӑлкуҫ вырăнӗсене халăх хӑй ирӗкӗпе тасатрӗ, юсарӗ.  Кивӗ Çӗпрелӗн Ленин урамӗн вӗçӗнчи çăлкуç патӗнче те юсас, йӗри-таврашне йӗркене кӗртме ӗçсем малалла пыраççӗ. Унта ачасемшӗн вӑйӑ лаптăкӗсем турӗç. Ҫӑл шывӗ патӗнче аслисем ларса канаҫҫӗ, ҫутҫанталӑка сӑнаҫҫӗ, кайӑк-кӗшӗк сассине итлеме пулмалăх вырӑнсем тунă.

– Кӑҫал ҫулла çак ҫӑлкуçа тирпей-илем, ун таврашне йӗркене кӗртессишӗн 300 пин тенкӗрен ытла ӗçсем пурнăçланчӗç, – тет Кивӗ Ҫӗпрел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Рамиль Низамов.

Çак çул-йӗрпе

«Пӗр ҫул каялла эпир шыв кӗртнӗччӗ, кӑҫал шыв пулмарӗ те темелле», – тесе çырнă пăшăрхануллă çыру килчӗ вӗсенчен. Халӗ – кӗркунне, пахчаçимӗçсене сапакан та çук ӗнтӗ, иртнӗ ҫу уйăхӗсене те типӗ теме пулмасть. Мӗнле сăлтавсене пула шыв çук иккен тесе, эпир çак проблемăна уçăмлама шутларăмăр.

Чӑнах та, Марс ял тӑрӑхӗнче кӑна мар, район центрӗн хӑш-пӗр ҫурчӗсенче те шыв пусӑмӗ чакать, канмалли кунсенче каҫпа пачах пӗтет. Районта халӑха шывпа тивӗҫтерес енӗпе нумай ҫултанпа пысӑк масштаблӑ ӗҫсем пурнăçланаççӗ пулин те, шыв ҫитмен енӗпе проблема актуаллă пулса юлать.

Анат Хураката ялӗнчи Ленин урамӗнчи 54-мӗш çуртра пурăнакан Гульсина Миначевапа та тӗл пулса калаçрăмăр. Вăл 94 ҫулхи амӑшӗпе Гульджиган аппапа пурӑнать. Ялта шыв кӗртмелли ӗçсем пуçлансанах заявлени ҫырса шыв кӗртеççӗ.

– 2015-мӗш ҫулччӗ. Пенсийӗмӗр темӗн чухлӗ пысӑк пулмасан та, 31 пин тенкӗ укçа пуҫтарса ҫак ӗҫсемшӗн тӳлерӗмӗр. Крана уҫса шыв илме пуçласан питӗ савӑнтăмӑр. Пурнăç майлашăнса кайрӗ – хулари пек вӗт. Кӑҫал акă май пуҫламӑшӗнчен вара шыв ҫук. Пирӗн пӳрт умӗнче ҫичӗ метр тарӑнӑшӗнче пусă та пур. Анчах унта та шыв сахал. Пурнăç вӗт вăл – япаласем çăвасси те пур, мунча та хутатăн. Шывсӑр питӗ йывӑр, – тет Гульсина аппа.

Анат Хураката ялӗнче пурăнакан виҫӗ ача амӑшӗ Румия Шакурова та шывсӑр тӑрса юлни ҫинчен калать.

– Агрофирма филиалӗнче пӑрусем пӑхатӑп. Ӗҫе кайнӑ чухне, тен, каҫхине кранра шыв пулать пулӗ, тесе шухăшласа каятăп. Каçхине пулмасан, тен, ирхине пулӗ, тетпӗр. Анчах ӗмӗтленни ахалех пулать. Кӗпе çăвакан автомат машинăна ӗçлеттерни те çук. Мăшăрăм тата ывăлăмсем – тăваттăн, мӗн чухлӗ япала, çума шыв çук, – тесе пăшăрханнине пӗлтерчӗ вăл та.

Крансенче шыв пӗтнин сăлтавӗсене пӗлес тӗллевпе эпир Анат, Аслă Хураката, Тутар Паснапуç ялӗсене пӗрлештерекен Марс ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗпе Рафик Замалетдиновпа калаçса илтӗмӗр. Вӑл каланӑ тӑрӑх, кӑҫалхи май уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Марс ял тӑрӑхне кӗрекен Аслă Хураката ялӗн 127 ҫурчӗ тата 119 ҫуртлă Тутар Паснапуçӗн пӗр пайӗ шывсӑр тӑрса юлнӑ. Мӗншӗн тесен шыв пӑрӑхӗн тытӑмне тивӗҫтерекен ҫӑлри шыв чакнӑ.

– 2010 ҫулхи типӗ ҫанталӑк та ҫаплах пулнăччӗ. Ку пирӗн ял тăрăхӗнче пулакан пулӑм, – тет ял пуҫлӑхӗ. – Ҫумӑр ҫуман çулсенче ҫичӗ метр тарӑнӑшӗнчи пусӑсем те типеҫҫӗ. Ҫӑлкуҫ та пӗрре ҫеҫ. Вăл Тутар Паснапуç ялӗ çумӗнче вырнаҫнӑ. Хураката ялӗнче ун пек ҫӑлкуҫсем ҫук. Пирӗн ял тӑрӑхӗнчи кашни ҫурта çав çăл шывӗпе тивӗҫтересси 2015 ҫулта пуҫланнӑччӗ. Унччен шыв пӗртте пӗтмерӗ. Акӑ кăçалхи типӗ çанталăк хăйне систерчӗ. Тутар Паснапуçӗнче те, Аслă Хуракатара та пăрăхсенче шыв ҫухалчӗ. Паллах, халӑх кӑмӑлсӑр пулнине ӑнланма пулать. Район ертӳçи те лару-тӑрӑва пӗлет. Йывӑрлӑхсене татса памалли ҫул-йӗрсене шырать.

Çак лару-тӑрӑва ӑнлантарса пама тата проблемӑна татса парас çул-йӗрсем мӗнлерех пулнине пӗлме тӑрӑшса районти ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫипе Данис Сатдиновпа та калаçрăмăр. Вăл:

– Чăваш Паснапуç ялӗнчи вăйлă ҫӑлкуҫсенчен Мучелей, Матак, Ишлӗ тата Кахăрлă ялӗсене каякан тӗп магистрале – шыв çулне Марс ял тăрăхӗпе çыхăнтармалли план пур.

Проектпа смета докуменчӗсем те ӗҫлеме пуҫланă.

– План тӑрӑх Тутар Паснапуç ялӗнчи карьер çумӗнче тата тепӗр шыв башнине лартма палӑртнӑ, ун патне те шыва çак Чăваш Паснапуç çумӗнчи башньăран илсе килӗç. Ҫӗнӗрен лартнӑ шыв башнинче вара Аслă Хураката, Тутар Паснапуç ялӗсем валли шыв ҫителӗклӗ пулӗ тесе шутлатпӑр, – тет Д.Сатдинов.

 

Справка

«Таса шыв» республика программипе  килӗшӳллӗн, 2014 çултан пуçласа паянхи кун тӗлне района 907  миллион та 800 пин тенкӗлӗх финанс пулăшăвӗ панă. Кӑҫал кӑна та, районта 31,57 ҫухрӑм вӑрӑмӑшӗнче шыв пăрăхӗсем тăснă тата усă курма панă. Çак ӗçсем Хурăнвар-Шăхаль, Вăрманай Шăхаль тата Çӗнӗ Шăхаль, Чăваш Çӗпрел, Кивӗ тата Çӗнӗ Тăваньел ялӗнчи çуртсене шывпа тивӗçтерес тӗллевпе ӗçленнӗ.                                               Районӗпе ӗçме юрăхлă шывпа тивӗçтерессин пӗр кунри кирлӗлӗхӗ – 8-9 пин куб.

 

 

Ыйтăм

Кранăрсенче шыв пур-и?

Илгизяр  Хуснутдинов:

Эпир  Кивӗ Ҫӗпрел ялӗн халăхӗ  «Дачный» тесе калакан енӗнче пурӑнатпӑр. Шыв парассине час-часах чарса тăраççӗ тесе ӳпкелешме пултараймастӑп. Врач пулнă май халăха  таса шыв нумайрах ӗҫӗр тесе сӗнетӗп. Мӗншӗн тесен  вӑрансан та ӗçнӗ икӗ стакан шыв шалти органсене вăратса ярать, лайăх ӗçлеме май парать.

Апатланма ҫур сехет юлсан ӗçнӗ пӗр стакан шыв апат ирӗлтерекен ӗҫ-хӗле лайӑхлатать.

Мунчана каяс  умӗн ӗҫнӗ пӗр стакан шыв юн пусӑмне хăпартмасть. Каçа хирӗç ӗçнӗ пӗр стакан шыв инсульт тата чӗре чирӗсем пулас хăрушлăха самаях чакарать. Çывăрнă чухне урăра шăнăр туртать  иккен, кун пек чухне та каçа хирӗç шыв ӗçни усăллă.

Данир Шарафутдинов:

Хӑш-пӗрисем: «Турă панă шыв вӗт вăл, унпа мӗнле усӑ курмалла мар», – теççӗ. Кранран килнӗ шыв, паллах, киленӳлӗх. Киленӳ нимӗнле те тӳлевсӗр пулма пултараймасть. Турӑ каланӑ:  «Шыва, ҫӗре, сывлӑша çынна Эпӗ патӑм. Усӑ курӑр, уссине курăр,  анчах ӑҫтан килнине ан манӑр» – тет.  Анчах кирлинчен ытларах тӑкаклани те тӗн енӗпе ҫылӑх пулса шутланать. Урӑхла каласан, шывпа усă курнă чухне те, туйӑма ҫухатмалла мар.

Кăçал çулла крансенчи час-часах шыв пулманни палăрчӗ. Çакă лайăх, малтан тӗрлӗ енлӗ пӗлтерсе тăчӗç. Эпир вара шыва савăтсене тултарса юлатпăр. Шыв ялан килсе тăман вăхăтра, шыв мӗнле пӗлтерӗшлӗ пулни пӗлӗнет çав.

Джавгария  Багаутдинова:

– Пирӗн килте кранра шыв пӗтсе тăрать. Çавна май нумай çӗре ыйтупа кайса пăхрăмăр. Эпир ялти чи ҫӳллӗ вырӑнта пурӑнатпӑр, çавăнпа та шыв пусăмӗ чакнине пула пирте шыв ҫитмест иккен.

Ҫулла вара, шывсăр питӗ йывӑр. Çынсем сад пахчисене те кранри шывпа сапни пире, паллах, тарӑхтарать. Ун пеккисем пирӗн халăмăра кăштах ăнлансанччӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев