Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Штрафна тӳлесен – лӑпкӑ ҫывӑрăн!

ГИБДД

Законпа палӑртнӑ вӑхӑтра административлӑ штраф тӳлемен водительсене наказани пама пултараҫҫӗ.

Районти автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем штраф тӳлемен водительсем тӗлӗшпе яланах ҫирӗп йышӑнусем тӑваҫҫӗ. Штрафа вӑхӑтра тӳлеменшӗн явап тыттарасси чи кăтартуллă мерӑсенчен пӗри пулса шутланать.

2022 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа февралӗн 25-мӗшӗччен районти ГИБДД ӗçченӗсем палӑртнӑ вăхăтра административлӑ штраф тӳлеменшӗн 42 протокол тултарнă. Кун ҫинчен Ҫӗпрел районӗнчи ГИБДД уйрӑмӗн начальникӗ, полици майорӗ Анатолий Михайлов пӗлтерчӗ.

– Вăйри законсемпе килӗшӳллӗн,  административлӑ штрафа постановлени законлă вӑя кӗнӗ кунран пуҫласа 60 кунран кая юлмасӑр тӳлемелле. Тӳлемен тӗслӗхре административлӑ правӑна пӑсни ҫинчен калакан йышăнăва суд приставӗсен службине ярса параҫҫӗ, – тет вăл.

Штраф тӳлемен ҫынсене тупса палӑртас енӗпе ГИБДД инспекторӗсен тата суд приставӗсен пӗрлехи рейчӗсем те иртеҫҫӗ.  Нумаях пулмасть рейд вӑхӑтӗнче штрафӗ пайтах пухăннă водителе тытса чарнӑ.

Справка

Раҫҫей Федерацийӗн административлӑ право пӑснисем ҫинчен калакан кодексăн 20-25 статьян 1-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн палӑртнӑ срокра штрафа тӳлеменни тӳленмен административлӑ штраф суммине икӗ хут штраф хывасси патне илсе çитерет, çак сумма пӗр пин тенкӗрен кая мар, ытлашши пулма пултарать. Ҫавӑн пекех штраф тӳлеменшӗн вунпилӗк талӑкчен административлӑ арест е аллӑ сехетчен срокпа ирӗксӗрлесе ӗҫлеттерекен ӗҫсене явӑҫтарма палӑртнӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев