Реклама
Хыпарсем
Штраф тӳлеменшӗн 76 çынна протокол тултарнă
Штрафсене палӑртнӑ вӑхӑтра тӳлемелле.
2022 ҫул пуҫламӑшӗнчен пуҫласа паянхи кунччен районта ГИБДД ӗçченӗсем КоАП 20.25 статйин 1-мӗш пайӗпе 76 административлӑ протокол туса хатӗрленӗ. Кун ҫинчен пире Шалти ӗçсен уйрăмӗн Ҫӗпрел районӗнчи ГИБДД уйрăмӗн начальникӗ, полици майорӗ Анатолий Михайлов пӗлтерчӗ.
– Административлӑ правӑна пӑсни ҫинчен Раҫҫей Федерацийӗн кодексăн 20.25 статйин 1-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн административлӑ штрафа тӳлеменнишӗн тӳленмен административлă штраф суммине икӗ хут ӳстерсе штраф хывма е 15 талӑка арестлеме, е 50 сехетчен ирӗксӗрле ӗҫсене явӑҫтарма пултараççӗ, – тет çавна май Анатолий Михайлов.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев