Штраф суммисене ӳстернӗ
01. пушара хирӗç служба
Пушар хӑрушсӑрлӑхӗн требованийӗсене тата вӑрманти пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑснӑшӑн штрафсен суммине пысӑклатнӑ.
Требованисем çакӑн пек:
– шашлык хатӗрленӗ чухне мангал ҫуртран, хӳмерен е беседкӑран 5 метр инçешӗнче пулмалла. Унсӑрӑн хуҫисене асӑрхаттару е 5000-15000 тенкӗ виҫепе штраф юнать;
– пушара хирӗҫле режим вăйра пулнă тапхӑрта ҫутҫанталӑка тухса шашлык пӗçернӗшӗн – 10000-20000 тенкӗ штраф;
– ҫутҫанталӑк ытамӗнче кану пушарпа вӗҫленнӗ тата ҫыннӑн сывлӑхне ҫӑмӑл е вӑтам шайра сиен кӳнӗ пулсан – 40000-ран пуҫласа 50000 тенкӗ таран штраф;
– вӑрманта е паркра кӑвайт чӗртнӗшӗн асӑрхаттару е 15000-30000 тенкӗ штраф. Пушар режимне пӑснӑшӑн штраф – 40000-50000 тенкӗ;
– пушара пула сывлӑха йывӑр сиен кӳнӗ пулсан – 80000 тенкӗ таран штраф е 3 ҫула ҫитиччен ирӗкрен хăтарасси кӗтет;
– пушара пула пӗр е темиҫе ҫын вилнӗ пулсан – 5 ҫулччен ирӗкрен хăтарма пăхăннă;
–пушар хыҫҫӑн пурлӑха пысӑк сиен пулнă тӗслӗхре (250 пин тенкӗ) – 120 000 тенкӗ таран штраф е 1 ҫулччен ирӗкрен хăтарма пăхăннă;
– пушара пула вӑрмана сиен кӳнӗ тӗслӗхре – 300 000 тенкӗрен пуҫласа 500 000 тенкӗ таран штраф е 4 ҫулччен ирӗкрен хăтарма пăхăннă.
Федераци законӗ июнӗн 8-мӗшӗнчен пуҫласа вӑя кӗнӗ.
Кун пирки Раҫҫейри Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Тутарстан Республикинчи Тӗп управленийӗн Пӑвапа Ҫӗпрел районӗсен хушшинчи надзор ӗҫ-хӗлӗн тата профилактика ӗҫӗн специалисчӗ А.Мердеев пӗлтерчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев