Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Штраф пулсан –     тӳле!

ГИБДД

Кӑҫалхи январь уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчен паянхи кунччен районта 17 водителе административлӑ майпа явап тыттарнă.

Ҫӗпрел районӗнчи ГИБДД уйрӑмӗн начальникӗ, полици майорӗ Анатолий Михайлов палӑртнӑ тӑрӑх, РФ Административлă правӑна пӑсни ҫинчен калакан кодексӗпе килӗшӳллӗн, законпа палӑртнӑ вӑхӑтра административлӑ штрафа тӳлеменни правăна пăсни пулса квалификациленет тата административлӑ майпа явап тыттарас хӑрушлӑх кӑларса тӑратать.

– РФ ҫул-йӗр юхӑмӗн правилисене пӑснӑшӑн ГИБДД штрафне тӳлемен чухне, правăна пăсакана РФ Административлӑ право йӗркине пӑсни ҫинчен калакан кодексăн 20.25.1 статйипе явап тыттараççӗ. РФ Административлӑ право йӗркине пӑсни ҫинчен калакан кодекспа, палӑртнӑ вăхăт хушшинче административлӑ штрафа тӳлеменни тӳленмен административлӑ штраф суммине икӗ хут ӳстерсе административлă штраф хывасси (кун пек чухне штраф суммине пӗр пин тенкӗрен кая пулман шайра), е вунпилӗк талӑклӑха административлӑ арест, е аллӑ сехетчен обязательнăй ӗçлеттерес енӗпе наказани парасси патне илсе çитерет, – тет çавна май Анатолий Михайлов.

Правило пулнă май, административлӑ протокола ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн Патшалӑх инспекцийӗн ӗçченӗ е шалти ӗҫсен уйрăмӗн участокри полномочиллӗ ӗҫченӗ тултарать.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев