Шăнса чирлени, элле коронавирус-и?
Инфекци лектернӗ тесе шикленсен е вăл сирте çирӗпленсен, мӗн тумалла? Ҫак чиртен килти условисенче сывалма пулать-и?
Сывлăхăм – пуянлăхăм
Октябрь уйӑхӗнче районта 4 ҫын COVID-19па чирленине ҫирӗплетнӗ.
– Коронавирус паллисем ОРВИ евӗрлӗ: температура ӳссе кайни, типӗ ӳслӗк, сывлама йывăрланни, вар-хырăм пăсăлни, сӑмса хупланни, мускулсем тата кăкăрта, пуҫ ыратни, вăй-хал пулманни палăрать, – тет районти тӗп больницӑн врач-терапевчӗ Илгизяр Хуснутдинов.
Ҫав паллӑсем палăрсан вара COVID ҫирӗпленнӗ ҫынпа хутшăннă пулсан, ют çӗршывран таврӑнатӑр пулсан, килӗрте юлӑр тата врачăра пӗлтерӗр. Килӗре килнӗ медицина ӗҫченӗ тишкерӳсенчен тухса, хушма тишкерӳсем палăртма пултарать: юна анализ, компьютер томографийӗ тума.
Чир çивӗчленсе, ӳт температури нумай вăхăт 38,5рен пысăк пулсан, сывлӑш ҫитменни, юнри кислород сатурацийӗ 90-92рен сахалрах пулсан, интоксикаци палăрсан, врач хушма биохими анализне, кӑкӑр клеткин органӗсене томографи тума е рентгенографи палӑртать.
Коронавирус инфекци лекнине çирӗплетни вăл çав çеккунтрах больницăна выртмалла текен сăмах мар. Чир ҫӑмӑл формӑпа палăрсан, врач мӗн хушнине пурнăçласа, килте сипленме пулать.
Анчах чир вӑтам е йывӑр формăна çаврăнсан, тӳрех васкавлă пулӑшу чӗнтерӗр. Ан манӑр, иртӗ-ха тесе хăвăрта пулнă улшăну енӗпе ҫӑмӑлттай пулмалла мар, участокри терапевта чӗнтермелле. Сире мӗнле сиплев палăртассине вăл татса парать.
Район центрӗнчи больницăн тӗп врачӗ Ильмас Шигабутдинов ҫуркунне те, халӗ те лару-тӑру кӑткӑс пулнине, анчах контрольте тытнине палӑртать.
– Компьютер томографийӗ тата рентгент-тишкерӳ – пневмоние уçăмламалли икӗ çул-йӗр. Иккӗшӗ те кăтартуллă. Йывӑр стадисенче, тӗрӗсреххи кирлӗ пулсан КТ усӑ кураҫҫӗ. Ăна Пăвари больницăра тăваççӗ. Рентгенографие вара чирлӗ çын хамăрта иртет, – тет вӑл.
Чирлесен, малтанхи пилӗк-ултӑ кунӗнче сиенленни палăрмасть, çавăнпа та температура пӗр хутчен пысăк хăпарнă хыççăнах КТ иртме кирлӗ пулни шутланмасть. Пилӗк кун хушшинче 38 градусран ытларах температура, кӗтмен ҫӗртен сывлӑш ҫитменни, сывлама йывӑрри, кӑкӑр читлӗхӗнче ыратни, сатураци 90-92рен аяларах пулсан кăна КТ иртме сăлтав, пулса тăрать.
Сывлама йывăр пулнине (пневмоние) пульсоксиметрпа уçăмлама май пур. Çакăн çинчен Тутарстан Республикин Сывлӑх сыхлав министерствин тӗп пульмонологӗ Александр Визель калать.
– Пульсоксиметрпа тухтӑрсем усӑ кураççӗ, анчах ҫын хӑй те сатурацие уйрăм прибор пулăшнипе шав-шавах тишкерсе тӑма пултарать, – тет вӑл. – 97-99 – норма. 95 – тишкерӗнмелле. 92-90 – врач чӗнтерме кирлине ăнлантарать.
Тӗп пульмонолог, çаплах, чир паллисем палăрсан антибиотиксемпе усӑ курма юрамасть тесе аса илтерчӗ. Алӑ айӗнче пулма тивӗçлӗ препаратсем – «Альфаэнтерферон», «Умифеновир» тата аскорбин кислоти. Александр Визельпе ирттернӗ интервью интернетра, ютуб каналӗнче пур. Ҫавӑн пекех https://www.youtube.com/watch?v=T5sZ9UE-SlE ссылкӑра кӗрсе пăхма май пур.
Канаш
Инфекцие асăрхаттармалли правилăсем:
– Социаллӑ дистанцие тата маска режимне ҫирӗп пурнăçлăр!
– Аллăрсене шав-шавах ҫӑвӑр тата дезинфекци тăвăр!
– Аллăрсемпе питӗре ан сӗртӗнӗр!
– Çын нумай пулнă вырăнсенче ан çӳрӗр!
– Ҫул ҫӳреме пӑрахӑр!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев