Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Сертификатлă пулчӗç

Ҫӗпрел районне ӗçлӗ çулçӳревпе ТР Премьер-министрӑн ҫумӗ Василь Шайхразиев, район пуҫлӑхӗ Марат Гафаровпа ҫӑкӑр завочӗн ӗҫ-хӗлӗпе паллашрӗ.

 

Хăнасене унăн пахалӑхне тӗрӗслемелли мелӗсем, кадрсемпе тивӗҫтересси тата ӗçлекенсем валли туса панă ӗҫ условийӗсем, ҫавӑн пекех продукцие суту-илӗве кăларас ыйтусем интереслентерчӗ.

– Ҫӑкӑр-булка, кондитер изделийӗсен пасарӗ туса кӑларакан умне çирӗп требованисем лартать. Продукци пахалӑхӗ çине, ҫавӑн пекех потребительсен кирлӗлӗхне вӗренес, вӗсене шута илес, кунсӑр пуҫне тавара суту-илӗве кăларас ҫул-йӗрсене тупасси паха. Ярмарккӑна, уявсене, кӳршӗри регионсене тухмалла, пӗр сӑмахпа каласан хамӑр тавара сутма вӗренмелле, – терӗ Василь Шайхразиев.

Вăл, çаплах, предприяти ертӳҫине Альфред Низамова «Тутар АССРне 100 ҫул» паллăпа усӑ курнине ҫирӗплетекен сертификат пачӗ.

Сертификата республикăри производительсене параççӗ, паллӑпа производитель продукцийӗн упаковки çинче усӑ курма пулать.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев