Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Районӗн хӑйӗн медалӗ пулать

Мухтав палли

Ҫӗпрел районне аталантарма харпӑр хӑй тӳпе хывакан ҫынсене халӗ «Ҫӗпрел районӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫӗсемшӗн» медальпе те парнеленме пултараҫҫӗ.

Ҫӗпрел районӗн Совечӗн улттӑмӗш ларӑвӗнче депутатсем «Тутарстан Республикинчи Ҫӗпрел районӗ йӗркеленнӗренпе 90 ҫул ҫитнине халалласа асӑнмалӑх медаль пирки» ыйтӑва та пӑхса тухрӗҫ. Пурте пӗр саслăн Çӗпрел муниципаллă районӗн хăйӗн медальне тăвассишӗн сасӑларӗҫ.

Реклама

Медале Ҫӗпрел районӗнчи граждансен уйрӑмах тава тивӗҫлӗ ӗçӗсене палăртма, районăн аталанӑвне, районти пултарулӑх ӗҫӗн тата общество пурнӑҫӗнчи хастарлӑхне хавхалантарма йӗркеленӗ уйрăм ӗçӗ-хӗлӗсене палăртассишӗн шăратса кăлараççӗ.

– Ҫак медальпе парнелесси – районти чи пысӑк  паллӑ тата ăна Ҫӗпрел районӗнчи социаллӑ экономика тата культура аталанӑвне пысӑк пай кӗртнӗшӗн парӗç, – тесе ыйтăва уçăмлăх кӗртрӗ Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев