Район Совечӗн тӑваттӑмӗш ларӑвӗ пулчӗ
Кун йӗркине тӑватӑ ыйту кӗртнӗччӗ.
Ҫӗпрел муниципаллӑ район Совечӗн тӑваттӑмӗш ларӑвӗ иртрӗ. Унта район Совечӗн, Ӗҫ тӑвакан комитет уйрăмӗн, районти палатӑсен ертӳçисем хутшӑнчӗҫ. Çавӑн пекех район прокурорне, район сучӗн, районти шалти ӗҫсен уйрăмӗн пуçлăхӗсене те йыхравланăччӗ. 38 депутатран 34шӗ килнӗ. Ларăва муниципаллӑ район пуҫлӑхӗ, Совет ертӳçи Марат Гафаров илсе пычӗ.
Депутатсем «Тутарстан Республикин Ҫӗпрел муниципаллӑ районӗн Уставне улшăнусем тата хушусем кӗртесси çинчен»; «Тутарстан Республикин Çӗпрел муниципаллă районӗн 2021 çул тата 2022, 2023 çулсем валли планлă тапхăрăн бюджечӗ çинчен»; «Тутарстан Республикин Çӗпрел муниципаллă районӗн 2020 çул тата 2021, 2020 çулсем валли планлă тапхăрӗн бюджечӗ çинчен» Тутарстан Республикин Çӗпрел муниципаллă район Совечӗн 2019 çулхи декабрӗн 17-мӗшӗнчи 40/2 номерлӗ решенине улшăнусем кӗртесси çинчен»; «Тутарстан Республикин Çӗпрел муниципаллă район Совечӗн 2021 çул валли ӗç планне çирӗплетесси çинчен»хи ыйтусене пăхса тухрӗç тата тивӗçлӗ решенисем йышăнчӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев