Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров ертсе пынипе иртнӗ тунтикунри канашлура тӗрлӗ ыйтусем пӑхса тухрӗç
Администрацире
Ӗҫлӗ тунтикун
Коронавирус чирӗ енӗ-пе районти лару-тăрăва анализларӗç. Çавна май, райоти Ӗç тăвакан комитетăн ертӳçин çумӗ Айрат Залялов тухса калаçнине итлерӗҫ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, пандеми пуçланнăранпа районта 112 ҫын çак чирпе чирленӗ. Юлашки эрнере вара Çӗпрелӗн пилӗк çынни çак чире çӳретни уçăмланнă. Вӗсенчен виççӗшӗ 44, 55, 58 ҫулсенчи арçынсем. Иртнӗ эрнере «Роспотребнадзор» требованийӗсене пӑснӑ 30 ҫын тӗлӗшпе протокол çырнă. 47 рецепт тӑрӑх 23 чирлӗ ҫынна тӳлевсӗр эмелсем панӑ.
Канашлу пынă вăхăтра, ҫаплах, кулленхи ӗҫсем, уяв мероприятийӗсене ӑҫта тата мӗнле йӗркепе ирттерессине те тишкерчӗç, задачăсем палăртрӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев