Район пуçлăхӗ уявпа саламлани
Хисеплӗ хӗрарăмсем!
Сире чун-чӗререн çуркуннехи ҫак ҫутӑ та савӑк уявпа Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗпе – Мартӑн 8-мӗшӗпе чун-чӗререн саламлатӑп! Ҫӗпрел районӗнче ӑслӑ, сăпайлă та тимлӗ, ӗçчен те тăрăшуллă, чи савăк хӗрарӑмсем пурӑнаҫҫӗ. Хисеплӗ хӗрарӑмсем, эсир пурне те ӗлкӗретӗр: килте те тӑрӑшатӑр, ӗҫлетӗр те, професси ӑсталӑхне те ӳстерсе пыратăр. Эсир ҫут тӗнчене ҫутӑ хӗвел пайăркисем сапалатăр, пурнӑҫа савӑнӑҫпа телей хушатăр.
Чи йывӑр вӑхӑтсенче эсир, хӗрарӑмсем, мӗнпур пурнӑҫри йывӑрлӑха та ҫӗнтерме пулӑшса, арçынсене тӗрек пулма пӗлетӗр. Сирӗн чиперлӗхӗр, илӗртӳлӗхӗр, шанчӑклăхӑр пысăк ӗҫсем тума хавхалантарать.
Хаклă хӗрарӑмсем! Сире пуриншӗн те – ырӑ ӗҫӗрсемшӗн, ырӑ кӑмӑлӑршӑн, чун тараватлӑхӗшӗн, пирӗн пурнӑҫа ҫутӑрӑх та хӑтлӑрах тата илемлӗрех тума пӗлнӗшӗн чӗререн тухакан тав сӑмахӗсене йышӑнсамӑр. Сирӗн умӑрта пуҫ таятпӑр. Питех те тав сӑмахӗсене аслӑ ӑрăва – ветерансене пӗлтеретпӗр.
Ҫак уяв пире ҫуркуннепе пӗрле килет. Мартӑн 8-мӗшӗ кӑна мар, кашни кунăр, хисеплӗ хӗрарӑмсем, хаваслă, кӗтмен савăнăçсемпе тата, паллах, тимлӗхпе, хисеппе ирттӗр. Сире чун-чӗререн кăмăллă уяв, ҫирӗп сывлӑх, ăнăçусем сунатӑп. Яланах телейлӗ тата хӳхӗм пулӑр!
Марат Гафаров, Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев