Реклама
Хыпарсем
Район çыннисем спорт патне туртăнаççӗ
Пӗтӗм Раҫҫейри физкультурник кунӗ ячӗпе районта пӗр эрне тăрăшшӗпе спорт мероприятийӗсем иртрӗç
Спорта юратакансем волейбол, баскетбол, сӗтел çи теннисӗ, бадминтон, мини-футбол лаптăкӗсенче вăйӗсене сăнаса пăхрӗç.
Ял тăрăхӗсен, организацисемпе предприятисен командисем хушшинче «Ӗҫе тата хӳтӗленӗве хатӗр» фестиваль те пулчӗ.
Спорт вӑййисем торжествăлла пӗтӗмлетӳ тунă май вӗҫленчӗҫ. Унта спортра хастарлӑх кӑтартнӑ, ҫитӗнӳсем тунӑ уйрӑм ҫынсене тата ҫемьесене тӗрлӗ шайри парнесемпе парнелерӗç.
Спорт эрни Çӗпрел çыннисем ҫулсерен физкультура патне, сывӑ пурнӑҫ йӗркине ытларах та ытларах туртӑннине кӑтартса пачӗ.
* * *
ГТО комплексне тата халӑх хушшинче сывӑ пурнӑҫ йӗркине популярлă тăвас енӗпе хăйсенчен пай кӗртнӗшӗн районти «Спорт шкулӗн» тренерне Ильнур Хуснутдинова тата 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрелӗн пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулăн физкультура учительне Разиль Салимзянова Тутарстан Республикинчи «Ӗҫе тата хӳтӗленӗве хатӗр» регионти обществăл-ла организацийӗн Тав ҫырӑвӗпе хавхалантарчӗç.
* * *
ГТО фестивалӗ пынă вăхăтра командăсем 60 метр чупасси пек; турник ҫинче йăтӑнасси е 16 килограмм таякан кире пуканӗсене ҫӗклесси пек тата ытти хăнăхусене пурнăçларӗç.
Фестиваль пӗтӗм-летӗвӗсемпе ял тăрăхӗсен командисем хушшинче III вырӑна — Анат Чакă; II вырӑна — Хулаçырми; I вырӑна Шланка ял тăрăхӗсем тивӗçлӗ пулчӗç.
Районти организацисемпе предприятисен командисем хушшинче III вырӑна «Ялсем хушшинчи библиотека» команди; II вырӑна — «Администраци» команди татаI вырӑна «Çӗпрел отрасль технологийӗсен техникумӗ» команди çӗнсе илчӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев