Ҫӗр лаптӑкне туртса илнин сӑлтавӗсем
Ҫӗр лаптӑкӗсен харпӑрлӑхҫисем, правило пулнă май, прависем кăна мар, РФ Ҫӗр кодексӗнче палӑртнӑ тивӗҫӗсем те пур.
РФ Çӗр кодексӗн 42 статйипе килӗшӳллӗн, вӑл е ку категорири ҫӗр лаптӑкӗсем пулнă граждансем вӗсемпе палăртнă тӗллевсемпе усӑ курма тивӗçлӗ. Федераллă ҫӗр законӗсен положенийӗсене тимлӗхсӗр хăварнă тӗслӗхре вырӑнти администраци ҫӗре туртса илме праваллă. Участока мӗнле условисенче илнине пăхса, процесăн инициаторӗсем федераци органӗсем те, вырӑнти самоуправлени представителӗсем те пулма пултараççӗ.
Çӗр лаптăкӗсене, енчен çӗр хуçи унпа 3 ҫул хушши усă курмасан е тӳрккессӗн пӑсса усӑ курсан туртса илме пултараҫҫӗ.
Ҫӗр лаптӑкӗпе тивӗҫлӗ усӑ курманнине кӑтартакан паллӑсене Раççей Федерацийӗн Патшалăхӗн 1482 номерлӗ решенийӗпе (2020 çулхи сентябрӗн 18-мӗшӗнчен) ҫирӗплетнӗ тивӗçлӗ списокра палӑртнӑ.
Унта çаксем кӗреҫҫӗ:
– ҫумкурӑкӗ нумай пулсан (участок лаптӑкӗн 50%ран ытларах);
– акăнакан çӗрсене акманни, вырса-пухмалли ӗçсене илсе пыманни.
Линар Шайдуллин, «Россельхознадзорăн» ТР управленийӗн çӗр надзорӗн уйрăмӗн патшалӑх инспекторӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев