Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

«Пушкин картти»пе – культура мероприятийӗсене

Сентябрӗн 1-мӗшӗнчен Раҫҫейре «Пушкин картти» программи вăя кӗчӗ. Ҫак программа Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ырланипе пурнӑҫланать.

Программӑра 14-22 ҫулсенчисем  хутшӑнма пултараҫҫӗ. Тутарстанра çакӑн пек ҫамрӑксен шучӗ 331 пинрен ытла ҫын шутланать.

«Пушкин картти» пулӑшнипе район, республика, Раҫҫей шайӗнче ирттерекен культура мероприятийӗсене пăхма, музейсенче çӳреме май пур.

Карттӑна «Патшалăх порталӗ» сайтӗнче регистрацилеме пулать. Çакна  виртуаллӑ ӗçленӗ, анчах малашне унӑн пластик варианчӗ те пулӗ.

Реклама

Кӑҫал картта ҫинче 3 пин тенкӗ укçа пулӗ. Ăна çулталӑк вӗҫлениччен тытма тивӗçлӗ, мӗншӗн тесен юлнӑ сумма тепӗр ҫула куҫмасть. Тепӗр ҫул картта ҫине 5 пин тенкӗ куҫарӗҫ тата вăл  пӗр ҫуллӑха шутланать.

«Пушкин карттипе» районти Культура çурчӗсенче тата музейсенче иртекен мероприятисене те кайма май пур. Çакăн ҫинчен туллинрех культура учрежденийӗсен социаллă сечӗсенчи страницисем урлă паллашма  май пулать.

– Районта 37 культура учрежденийӗ, 3 музей ӗҫлет. «Пушкин картти» пулӑшнипе вӗсенче ирттерекен кашни мероприятире те хутшӑнма пулать. Вӗренекенсене, ҫамрӑксене пирӗн социаллӑ сетьсене сӑнаса тӑма сӗнетпӗр.  Картта пулăшнипе  кайма май пулнă мероприятисем ҫинчен унта пӗтӗм информацие вырнаҫтарса пырӗç. Музейсенче çак программа вăйра, «Пушкин картти»пе вӗсем ӗҫлеме пуҫларӗç, – тет районти Культура çурчӗн директорӗ Руслан Шарафутдинов.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев