Пушар нихăçан та хӑй тӗллӗн килсе тухмасть
01 служби
Кӗркуннехи-хӗллехи тапхăрта хутса ӑшӑтмалли сезон пуҫланнипе пурӑнмалли секторсенче пушар тухас хӑрушлӑх ӳсет.
Çак тапхӑрта пушарсен килсе тухнин тӗп сӑлтавӗсем пулса, кӑмакасене хутмалли сезон пуҫланни, ӑшӑ паракан оборудованисемпе усă курмалли вăхăтра пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑсни, электрооборудованисемпе асӑрханусăр пулни, пирус туртни, ҫӳп-ҫап ҫунтарни шутланать.
Тутарстан Республикинчи Пӑва тата Ҫӗпрел муниципаллă районӗсем енӗпе надзор ӗҫӗ-хӗлӗн уйрӑмӗн пурӑнмалли фондра пушарсемпе çыхăннă çирӗп мар лару-тӑру пулни ҫинчен пӗлтерет.
– Кӑҫалхи çулăн 9 уйӑхӗнче кӑна та районта 24 пушар регистрациленнӗ. Унта пӗр ҫын вилнӗ, пӗр çын суранланнӑ. Уйрăмах, пушарсен шучӗ пӗччен пурăнакан ватӑ ҫынсен хуçалăхӗсенче, ӳсӗртекен шӗвексемпе усă куракан, хевтесӗр çынсен, нумай ачаллӑ ҫемьесенче пурӑнакан ҫуртсенче палăрни хăрушă. Вӗсем пушар хӑрушсӑрлӑхӗн требованийӗсене хăйсем тӗллӗн татса пама пултараймаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та рейдсен вăхăтӗнче ҫак категорие шута илме тӑрӑшатпӑр, ятарлӑ пушар çинчен хыпарлакан приборсем чартчӗр тесе сӗнетпӗр, – тесе палӑртса иртрӗ Тутарстан Республикинчи Пӑва тата Ҫӗпрел муниципаллă районӗсенчи надзор ӗҫ-хӗлӗн уйрăмӗн аслӑ инспекторӗ, шалти служба майорӗ Инсаф Шакиров. – Пушар нихăçан та хăй тӗллӗн килсе тухмасть. Унăн тӗп сӑлтавӗ – çынсем вутпа асăрханусăр пулни.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев