Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Пушар хӑрушсӑрлӑхӗн требованийӗсене пурнăçлар!

Районти уй-хирсенче ҫӗнӗ тухăçа пухса кӗртес ӗҫ анлăн пырать.

Çулсерен пушар хӑрушсӑрлӑхӗн требованийӗсене пурнăçламаннине пула  эпир хаклӑ ял хуҫалӑх техникине ҫухататпӑр. Çакăн пек  начар тӗслӗхсене тăвас марришӗн мӗнле требованисене пурнăçлама кирли çинчен, эпир Пӑва тата Ҫӗпрел районӗсенчи пушар надзорӗн уйрăмӗн инспекторӗнчен Александр Мердеевран ыйтса пӗлтӗмӗр.

- Тырӑ тата  хытă апат  пухас, сыхлас тата ӗçе кӗртес, çавăн пек ял хуçалăхăн тырă пухмалли техникине, çӗнӗ тухӑҫа сыхлассипе ҫыхӑннӑ объектсен пушар хăрушсăрлăхне тивӗçтерес  тӗллевсенче те ял хуçалăх объекчӗсен ертӳçисене хăйсене çирӗплетнӗ объектсен пушара хирӗç тăрас шайӗ çине яваплӑн пӑхмаллине аса илтерес килет, –  терӗ специалист.

Вăл пӗлтернӗ тăрăх, хирсенчи тухăçа вырма тухиччен автомобиль ҫулӗсене, вӑрман полосисене çывăха вырнаçнă хирсен хӗррисене ҫулмалла тата  4 метртан та кая мар полосапа сухаламалла; 25 гектартан ытла  лаптăкри хирсенче комбайнсем ӗҫленӗ чухне, пушар тухнă вăхăтра вут ан сарăлтăр тесе  çӗре сухалассишӗн плугпа трактор яланах хатӗр пулмалла; хăмăша çунтарма тата хирсенче кăвайтсем  чӗртме; трактор тата автомобиль двигателӗсен  радиаторсене паяльнăй лампăсемпе тусана çунтарма чараççӗ; çӗнӗ тухăçа сыхлас тата ӗçе кӗртмелли вырăнсенче электрооборудованин электричество çутин сетьне планпа юсамалла; тырă склачӗсен тата тырă ваклакансен     мӗнпур зданисене пушар щичӗсемпе оборудованилемелле тата вӗсене пушар сӳнтермелли чи малтанхи хатӗрсемпе комплектламалла; ҫӗнӗ тухăçа пухса кӗртес ӗҫе хутшӑнакан мӗнпур техникӑна пӗрремӗш пушар сӳнтермелли хатӗрсемпе тивӗçтермелле (2 ОП-5 е ОУ-5 пушар сӳнтермелли      кӗреҫе, витре, хӑйӑр тултарнӑ ещӗксем); тухăçа пухнă çӗрте хутшӑнакан ӗҫченсемпе пушара хирӗç инструктажсем ирттермелле.

Утӑ, улӑм  куписене купаланă чухне уйрăмах сыхă пулмалла. Купасем пӗр-пӗринпе ҫывӑх вырнаҫмалла мар, хушă хăвармалла.

 – Механизаторсене, хуҫалӑх ертӳҫисемпе специалистсене чӗнсе каласа, çӗнӗ тухăçăн тата сире шанса панӑ объектсемпе техникӑна сыхласа хӑварасси сиртен кӑна тăрать тесе калас килет, – тет Александр Мердеев.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев