Пушар хăрушлăхӗ ӳсет
01. Хăрушсăрлăх никӗсӗсем
Ҫуркуннен пӗрремӗш уйӑхӗ ҫитрӗ. Уйрӑмах ҫурхи-ҫуллахи тапхӑрта пушарсем пуҫланас хӑрушлӑх пысӑк пулать. Çавăн пек инкек-синкек килсе ан тухтăр тесен мӗн тума кирлине аса илтерсе хăварасшăн. Кун çинчен Пӑва тата Ҫӗпрел районӗсенчи пушар надзорӗн аслӑ инспекторӗ Инсаф Шакиров каласа парать.
– Ҫав вӑхӑтри тӗп проблемăсенчен пӗри вӑл – курӑкпа ҫӳп-ҫапа пăхса тăракансăр ҫунтарни. Ҫак законсене пӑсакан граждансене Пӑва тата Ҫӗпрел районӗсенчи надзор ӗҫ-хӗлӗн районсен хушшинчи уйрăмӗ административлӑ наказани палăртӗ. Ҫакна яланах асра тытмалла: вут чӗртме сооруженисенчен 50 метр инçешӗнсе кăна юрать.
Кашни ҫурт умӗнче шыв янă савӑт (пичӗке) вырнаҫтарма е вут-ҫулӑм сӳнтерекен хатӗрсем хума сӗнеҫҫӗ.
Ялан тенӗ пекех, ҫынсем кил-çурт умне строительство материалӗсене вырнаҫтараҫҫӗ, ку вара, пушар тухнă вăхăтра, пушар машинисене чăрмав кăларса тăратать. Ҫавӑнпа строительство материалӗсене пушар хӑрушсӑрлӑхне шута илсе, пушар машинисем кӗмелли çулсене чăрмав пулмалла мар вырăнта сыхлама сӗнетпӗр, – тет специалист.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев