Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Пушар хăрушлăхӗ пысăк пулнă тапхăр

01. Хăрушсăрлăх

Апрелӗн 15-мӗшӗнче Тутарстан Республикин территорийӗнче пушар хӑрушсӑрлӑхӗн сезонӗ пуҫланать.

Пушар хӑрушсӑрлăхӗ сезонӗ пуҫлансан вăрмансенче çаксене ӗçлеме чараҫҫӗ:

– кӑвайт чӗртме;

– ҫунакан шӑрпӑксене, пирус тӗпчӗкӗсене, кӗленче (кӗленче бутылкӑсене, банкӑсене т. ыт. те) пăрахма;

– çуллă е бензин, краҫҫын е ытти тӗрлӗ хăвăрт тивсе каякан шӗвексем сӗрнӗ материалсене (хут, пир-авӑр, сӳс, мамӑк тата ыт. те) ятарласа уйӑрман вырӑнсенче пăрахса хăварма;

– вăрмансене йӑлари, строительство, промышленность тата ытти каяшсемпе, ҫӳп-ҫаппа çӳпӗлеме.

– Кунсӑр пуҫне, вăрман ҫумӗнчи территорипе усӑ куракан ҫынсем вӑрмантан сахалтан та 10 метр сарлакӑшри полосана типӗ курӑкран, хӑмӑшран, типӗ туратсенчен, каснӑ хыççăн юлнă çапăран, ҫӳп-ҫапран тата ҫунакан ытти материалсенчен тасатмалла, – тет Пӑва лесничествин инженерӗ М.Егоров.

Вӑрманти пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑсни граждансене 3 пин тенкӗ таран, должноҫри ҫынсене – 20 пин тенкӗ таран, юридически сӑпатсене – 200 пин тенкӗ таран административлӑ штраф хывма сăлтав пулса тăрать. Пушар хӑрушсӑрлӑхӗ пуҫланнӑ тапхӑрта штраф виçи тата та ӳсет.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев