Пушар çинчен пӗлтерекен хатӗр вилӗмрен хăтарса хăварнă
Хăрушсăрлăх
Ноябрӗн 6-мӗшӗнче çӗрле пушар сӳнтерекен чаçа Кивӗ Кахăрлă ялӗнчи пушар ҫинчен хыпар килчӗ.
Инкек килсе тухнă вырăна хăвăрт хушăра ял тăрăхӗн ирӗклӗ пушар сӳнтерекен команди килсе çитет. Ҫак вӑхӑтра ӗнтӗ ҫуртран икӗ метр инçӗшӗнче кăна вырнаçнă мунчана тата верандӑна ҫулӑм ярса илнӗ пулнă. Çур сехет хушшинче 55 тӑваткал метра тӳрӗ килнӗ пушара пӗтӗмпех сӳнтереççӗ. Кӗске вӑхӑт хушшинче 10х5 метр пысăкăшри пӗр хутлӑ ҫурт тата веранда хура кӗле çаврăнать.
– Телее, пӳртре вырнаçтарнă хатӗр пушар тухни çинчен сигнал панăран, пӗччен пурăнакан 61 çулхи хуçа хăй сывă юлчӗ, – тет 114 номерлӗ пушар сӳнтерекен чаçăн начальникӗн çумӗ Ильвир Салахов.
2019-2020 çулсенче районта Тутарстан Республикин тӗллевлӗ программипе 377 ҫуртра тата хваттерсенче 1261 автономилле «пушар хыпарлавçисем» вырнаçтарнă. 2016-2019 ҫулсенче пурӑнмалли ҫуртсенче (хваттерсенче) пулнă пушарсен 30 тӗслӗхӗнче пушар хыпарҫисем пулăшăвӗпе ҫуртра пурăнакансем пушар тухни çинчен вăхăтра сигнал илнӗ, пӗтӗмӗшле 77 çыннăн, çав шутра 35 ачан пурнăçне сыхласа хăварнă.
Справка
Пушар ҫинчен пӗлтерекен хатӗрсене пӗччен пурăнакан, аслă çулсенчи тата инвалидсен килӗсене патшалӑх шучӗпе хураççӗ. Ҫавӑн пекех кашниех, хӑйӗн кил-ҫурт хӑрушсӑрлӑхӗ ҫинчен шухӑшласа, автономи пушар хыпарçисене килӗнче вырнаҫтарма пултарать. Оборудовани хакӗ 200 тенке яхӑн тата ӑна районти пушар сӳнтерекен чаçран, «Арсенал» лавккаран туянма пулать.
Цифрăсем
2020 çул пуçламăшӗнчен Ҫӗпрел муниципаллă районӗнче 45 пушар регистрациленӗ, çакă 2019 çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 14 пушар нумайрах. Вӗсенче пилӗк пурӑнмалли ҫурт тата 15 хуралтӑ кӗле çаврăннă. Виҫӗ пурӑнмалли ҫурт тата 21 ҫурт сиенленнӗ. Мӗнпур пушарсен 56,8 проценчӗ типӗ курӑк, хӑмӑш тата ҫӳп-ҫап ҫунтарнипе килсе тухнă. Электрооборудованисене монтажлани тата техника эксплуатацийӗн правилисене пӑсни, вутпа асӑрханусăр ӗçлени: пирус тӗпне ăçта килнӗ унта пăрахни, кӑмакасемпе тӗтӗм çулӗсем юсавсăр пулни тата вӗсене эксплуатацилемелли правилӑсене пурнăçламанни пушарсем килсе тухнин сăлтавӗ пулса тӑрать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев